Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Марина Карягина Вера Кузьмина çинчен кино ӳкерет

Паллӑ чăваш тележурналисчӗ Марина Карягина СССР халӑх артистки Вера Кузьмина 100 çул тултарнине халалланӑ фильм ӳкерет.

Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗçлӗ деятелӗн Марина Карягинан Вера Кузьмина çинчен ӳкернӗ пӗрремӗш ӗçӗ мар ку. Ӗç малалла пырать. Пысӑк яваплӑ ӗç. «Икӗ çул каялла Вера Кузьмина СССР халӑх артисчӗ çинчен «Сӑваплӑ вут» (вырӑсла «Покорительница стихий», 39 минут) ятлӑ фильм хатӗрленӗччӗ. 16 çул пӗчӗккӗн ӳкерсе пынӑ фильма Вера Кузьминична, Турра шӗкӗр, хӑй те курчӗ...
Пурӑннӑ пулсан, чӳк уйӑхӗнче пирӗн халӑхӑн мухтавлӑ хӗрӗ 100 çул тултарнӑ пулӗччӗ. Çак тапхӑрта «Чувашия» ГТРК сумлӑ кун тӗлне 25 минутлӑх фильм ӗлкӗртес тесе ӗçлет», – тесе çырнă Марина хăйӗн «ВКонтакте» социаллă сетьри аккаунтӗнче вырнаçтарнă постра кун пирки.

Чӑваш театрӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ артистка çинчен кадрта аса илсе каласа пама Чӑваш халӑх артисчӗсем Наталия Сергеева, Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗçлӗ артистки Александра Зайцева, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев хаваспах килӗшнӗ.

 

Чăваш патшалăх академи драма театрӗн сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев