Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа Çамрăксен пултарулăх форумӗ иртет

Кăçалхи чӳк уйăхӗн 16-мӗшӗнче СССР халăх артистки Вера Кузьмина çуралнăранпа 100 çул çитет.

Чӳкӗн 10-мӗшӗнче Чăваш Енри чи хастар та маттур яш-кӗрӗм валли Чăваш патшалăх академи драма театрӗ Çамрăксен пултарулăх форумне ирттерет, тесе пӗлтерет асăннă театрăн пресс-служби.
Çак кун Чăваш драма театрӗнче актер ăсталăхӗ, сцена чӗлхи, сцена çинче мӗнле тытас енӗпе Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗсем – Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчӗн актер ăсталăхӗ тата режиссура кафедрин вӗрентекенӗсем – ăсталăх урокӗсем ирттерӗç. Çавăн пекех Ольга Туркай паллă журналистпа, драматургпа  тата çыравçăпа тӗлпулу иртӗ. Вера Кузьмина пурнăçӗпе пултарулăхӗ çинчен ăслăлăх викторини ирттерме те плана кӗртнӗ.
Ку кăна та мар
. Çамрăксен пултарулăх форумӗн хăнисене «Янтал» фольклор ушкăнӗ илемлӗ юрă-ташăпа кӗтсе илӗ. Чăваш патшалăх академи драма театрӗн артисчӗсем сочинени çырас, илемлӗ вулас конкурссен çӗнтерӳçисене тата онлайн-викторинăра мала тухнисене дипломсемпе тата парнесемпе хавхалантарӗç.
Форума хăйӗн ӗçӗсене конкурса хутшăнма регистрациленӗ пур çамрăк та килме пултарать.

 

Сăнӳкерчӗк Чăваш патшалăх академи драма театрӗн социаллă сетьри страницинчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев