News by date 12 February 2025
-
Хусанта наука премийӗн лауреачӗсене чысланă
Республикăри наукăна популяризацилесси, çав шутра наука туризмне аталантарасси чи пӗлтерӗшлӗ пулнине «Научный прорыв. Фәнни алгакитеш» премин чаплă мешехинче ТР Раисӗ Рустам Минниханов пӗлтернӗ.
-
Заявкăсене мартăн 10-мӗшӗччен йышăнаççӗ
Тутарстанра «Кадровый резерв» проектăн 16-мӗш сезонне заявкăсем йышăнма пуçланă. Ку программа çамрăксене аталанма, пӗлтерӗшлӗ пуçарусене йӗркелесе пурнăçлама, пӗр шухăшлă çынсемпе пӗрле пысăк проектсене хутшăнма пулăшать. Проект «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗçтерет.
-
Апачӗ тутлă пултăр!
«Хӗрлӗ сарă юмах» салат Крабовăй палочкине тата ананаса турамалла та корейла кишӗрпе хутăштармалла. Майонеза вӗтетнӗ ыхрапа вӗттӗн туранă петрушкăпа пӗрлештермелле, унтан хатӗр соуса ытти ингредиентсем çине хушса пăтраштармалла. 300 г корейла кишӗр, 200 г консервăланă ананас, 200 г крабовăй палочки, 3 кашăк майонез, кăштах ешӗл петрушка, 1 шăл ыхра кирлӗ.