Заявкăсене мартăн 10-мӗшӗччен йышăнаççӗ
Тутарстанра «Кадровый резерв» проектăн 16-мӗш сезонне заявкăсем йышăнма пуçланă. Ку программа çамрăксене аталанма, пӗлтерӗшлӗ пуçарусене йӗркелесе пурнăçлама, пӗр шухăшлă çынсемпе пӗрле пысăк проектсене хутшăнма пулăшать. Проект «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗçтерет.
Программăна иртсе хутшăнакансем проект менеджменчӗпе паллашӗç, хăйсен çӗнӗ хăнăхăвӗсене аталантарӗç, топ спикерӗсемпе тӗл пулӗç. Чи лайăх вӗренекенсене Тутарстанри çамрăксен пуçарăвӗсен командин йышне илӗç, квалификацие ӳстернӗ çинчен документ парӗç.
«Кадр резервӗ çамрăксем валли çӗнӗ мелсем уçнăсăр пуçне, вӗсен сассине илтме пулăшакан платформа та. Кашни çул 2009 çултан пуçласа Кадр резервне хутшăнакансем хăйсен проекчӗсемпе идейисене пурнăçлама майсем тупаççӗ», – палăртнă ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков.
Проекта республикăра пурăнакан 16 çултан пуçласа 35 çула çитнисем хутшăнма пултараççӗ. Мартăн 10-мӗшӗччен www.rezervrt.ru сайтра заявка ямалла. Икӗ куçăн тата икӗ дистанци тапхăрӗнчен тăракан вӗрентӳ апрельтен пуçласа июль уйăхӗччен пулать.
Проект икӗ енпе иртет:
- «Создаю новое» – хăйсен проекчӗсене пурнăçа кӗртес е республикăри çамрăксен пуçарăвӗсен пайӗ пулас текенсем валли. Тутарстанра пурăнакан 16 çултан пуçласа 35 çула çитнӗ çамрăксем хутшăнма пултараççӗ.
- «Масштабирую возможности» –пурнăçа кӗртнӗ проектсене аталантарас тата хăйсен командине çӗнӗ шая çӗклес текенсем валли. Республикăри 22 çултан пуçласа 35 çула çитнӗ çамрăксем хутшăнма пултараççӗ. Тӗп услови – ӗç опычӗ пулмалла.
Республикăри çамрăксен «Кадровый резерв» проект Тутарстан Республикин Правительстви пулăшнипе ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви «ТР пултаруллă çамрăксен академийӗ» регионти общество организацийӗпе пӗрле пурнăçланать.
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев