News by date 13 April 2017
-
Сăмсине ытлашши каçăртнăшăн
ТР прокурорӗн аслă помошникӗ Руслан Галиев пӗлтернӗ тăрăх, Елабугăри çынна интернетра тӗн пирки наци хирӗçӗвне хускатнăшăн явап тыттарнă. Следстви палăртнă тăрăх, 2015 çулхи июнь уйăхӗнчен пуçласа 2016 çулхи май уйăхӗччен 28-ти Руслан Нуртдинов хăйӗн компьютерӗ урлă Интернетри страницинче пӗр тӗн çыннисен ушкăнӗ ытти çинсенчен малта пыни çинчен пропоганда тунă иккен....
-
Рок-н-ролл сывă!
Паян питӗ кăсăклă тата хăйне евӗрлӗ уяв - пӗтӗм тӗнчери рок-н-ролл кунӗ. Ăна кашни çул апрелӗн 13-мӗшӗнче паллă тăваççӗ. Анчах та истори тӗлешӗнчен пăхсан, ку уява апрелӗн 12-мӗшӗнче паллă тумалла, мӗншӗн тесен рок-н-ролл никӗсӗ Билл Хейли «Rock Around The Clock» синглран пуçланса кайнă. Вăл ăна шăпах 1954 çулăн апрелӗн 12-мӗшӗнче...
-
Чăваш центрӗсен ертӳçисем çӗнелеççӗ
Çырчалли чăвашӗсем те хăйсен отчетпа суйлав конференцине ирттерчӗç. Пуху апрелӗн 8-мӗшӗнче Туслăх çуртӗнче иртрӗ, шăпах çак кун автохулара Чăваш культура кунне паллă турӗç. Культура тӗлӗшӗнчен çырчаллăсем чăннипех те пуян. Кунта нумай çул хăйӗн пултарулăхӗпе таврари районсенче пурăнакан чăвашсене тӗлӗнтерсе тăракан «Чӗкеç» ансамбль кăна мар, вырсарни шкулӗнчи пирӗн уйрăм та, ача...
-
Хусанта ракета «вӗçнӗ»
Апрелӗн 12-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери авиаципе космонавтика кунне уявларӗç. Çак кун Юрий Гагарин пӗрремӗш хут космоса вӗçнине пӗтӗм çын пӗлет. Пирӗн çӗршывра космонавтика кунӗ хăйӗн статусне СССР Верховнăй Совет Президиумӗн 1962 çулхи апрелӗн 9-мӗшӗнче тухнă Указӗпе илнӗ. Халăхсен хушшинчи статуса вара 1968 çулта Пӗтӗм тӗнчери авиаци конференцийӗнче тивӗçнӗ. Аса илтеретпӗр, 2011...