Чăваш центрӗсен ертӳçисем çӗнелеççӗ
Çырчалли чăвашӗсем те хăйсен отчетпа суйлав конференцине ирттерчӗç. Пуху апрелӗн 8-мӗшӗнче Туслăх çуртӗнче иртрӗ, шăпах çак кун автохулара Чăваш культура кунне паллă турӗç. Культура тӗлӗшӗнчен çырчаллăсем чăннипех те пуян. Кунта нумай çул хăйӗн пултарулăхӗпе таврари районсенче пурăнакан чăвашсене тӗлӗнтерсе тăракан «Чӗкеç» ансамбль кăна мар, вырсарни шкулӗнчи пирӗн уйрăм та, ача...
Çырчалли чăвашӗсем те хăйсен отчетпа суйлав конференцине ирттерчӗç. Пуху апрелӗн 8-мӗшӗнче Туслăх çуртӗнче иртрӗ, шăпах çак кун автохулара Чăваш культура кунне паллă турӗç.
Культура тӗлӗшӗнчен çырчаллăсем чăннипех те пуян. Кунта нумай çул хăйӗн пултарулăхӗпе таврари районсенче пурăнакан чăвашсене тӗлӗнтерсе тăракан «Чӗкеç» ансамбль кăна мар, вырсарни шкулӗнчи пирӗн уйрăм та, ача садӗнчи чăваш ушкăнӗ те пысăк вырăн йышăнаççӗ. Вӗрентес хăвата юлашки çулсенче кунта çухатарах пыраççӗ пулсан, юрăпа ташă ансамблӗн шайӗ çӳллӗрен çӳле хăпарса пырать. Çамрăксемпе ӗçлес ӗçе те Çырчаллинче пăрахмаççӗ. Аслисем тивӗçлӗ смена хатӗрлеççӗ.
Хусантан çак Конференцие ТР ЧНКА Канашӗн, ТР Общество палатин пайташӗ Валентин Паймухин, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев, Хусанти чăвашсен ентешлӗхӗн ертӳçи Алексей Наумов хутшăнчӗç. Вӗсем общество ӗçӗнче палăрнă хастарсене Хисеп хучӗсем парса чысларӗç. Çав шутра автохулари чăваш обществине 10 çул ертсе пынă Сергей Кирова та. Вăл пухăннисем умӗнче çак вăхăт хушшинче общество тума пултарнă çитӗнӳсем çинчен каласа пачӗ, малашне хăй вырăнне урăх ертӳçӗ суйлама сӗнчӗ.
- Сергей Кирович хăйне улăштарма виçӗ çул каяллах ыйтнăччӗ, - тесе пӗлтерчӗ вырăнти ЧНКЦ Канашне кӗрекен Çырчаллăри Комсомольски районӗн пуçлăхӗ Владислав Гаврилов. - Вăл ертсе пынипе туса ирттернӗ ӗçсем ытти халăхсеннинчен япăхрах пулан, çавăнпа вӗсене аван тесе хак парса, тав тăвас килет.
Ревизи комиссийӗн председателӗ Федор Корнеев обществора мӗнлерех укçа-тенкӗ тăкакӗсем пулни çинчен каласа пачӗ, камсем спонсорла пулăшу кӳни çинчен пӗлтерчӗ. Чăваш обществине тăтăшах пулăшакансен хушшинче Александр Павлов паллă вырăн йышăнать. Хулари клиникăсенчен пӗрне ертсе пыракан çын общество ӗçне ӗнтӗ чылай çул тӗрев парать. Çавăнпа та Çырчаллăри чăваш наципе культура центрне тепӗр 3 çул ертсе пыма конференцие килнисем ăна суйлас терӗç. Урăх кандидатурăсем тăратакан пулмарӗ. Çавăнпа та сасăлавра та пурте пӗр майлă пулса Александр Николаевичшăн алă йăтрӗç.
Пуху хыççăн Туслăх çурчӗн курав залне пухăннисене илемлӗ концерт кӗтрӗ. Кунта аслисемпе пӗрле çамрăксем те, ача садне çӳрекенсем те хутшăнчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев