Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта ракета «вӗçнӗ»

Апрелӗн 12-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери авиаципе космонавтика кунне уявларӗç. Çак кун Юрий Гагарин пӗрремӗш хут космоса вӗçнине пӗтӗм çын пӗлет. Пирӗн çӗршывра космонавтика кунӗ хăйӗн статусне СССР Верховнăй Совет Президиумӗн 1962 çулхи апрелӗн 9-мӗшӗнче тухнă Указӗпе илнӗ. Халăхсен хушшинчи статуса вара 1968 çулта Пӗтӗм тӗнчери авиаци конференцийӗнче тивӗçнӗ. Аса илтеретпӗр, 2011...

Апрелӗн 12-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери авиаципе космонавтика кунне уявларӗç. Çак кун Юрий Гагарин пӗрремӗш хут космоса вӗçнине пӗтӗм çын пӗлет. Пирӗн çӗршывра космонавтика кунӗ хăйӗн статусне СССР Верховнăй Совет Президиумӗн 1962 çулхи апрелӗн 9-мӗшӗнче тухнă Указӗпе илнӗ. Халăхсен хушшинчи статуса вара 1968 çулта Пӗтӗм тӗнчери авиаци конференцийӗнче тивӗçнӗ. Аса илтеретпӗр, 2011 çултан ку уявăн тепӗр ячӗ - Пӗтӗм тӗнчери çын космоса вӗçнӗ кун - çирӗпленнӗ.
108 минутлă вӗçев
космоса тӗпчес ӗçре питӗ пысăк çитӗнӳ шутланнă. Çавăнпа апрелӗн 12-мӗшӗнче уявлама шутланă. Çак кун кашни çӗршывра тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ. Тӗслӗхрен, пирӗн çӗршывра тӗп космонавтика музейӗнче ятарлă проектсем, пӗлӳ учрежденисемпе планетарисем тӗрлӗ куравсемпе акцисем ирттереççӗ.Унсăрăн пуçне обществăллă организацисем халалласа митингсем йӗркелеççӗ.

Уява халласа Хусанта та вăтам шкулти ачасем флешмоб ирттерме шухăшланă. 500 яхăн ача ракета пек тăрса чи паллă «Поехали!» сăмахпа тапранса кайнă. Флешмоб Гагарин урамӗнче 115-мӗш çурт çумӗнче иртнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев