Чăваш центрӗсен ертӳçисем çӗнелеççӗ
Çырчалли чăвашӗсем те хăйсен отчетпа суйлав конференцине ирттерчӗç. Пуху апрелӗн 8-мӗшӗнче Туслăх çуртӗнче иртрӗ, шăпах çак кун автохулара Чăваш культура кунне паллă турӗç.
Культура тӗлӗшӗнчен çырчаллăсем чăннипех те пуян. Кунта нумай çул хăйӗн пултарулăхӗпе таврари районсенче пурăнакан чăвашсене тӗлӗнтерсе тăракан «Чӗкеç» ансамбль кăна мар, вырсарни шкулӗнчи пирӗн уйрăм та, ача...