News by date 13 July 2025
-
Иосиф Кукушкин: «Чире вăхăтра тупса сиплемелле»
Çӗпрел районӗнче Кукушкинсене пӗлменнисем сахал. Мӗншӗн тесен чăнах та хисепе тивӗç çемье вăл. Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ тухтăрӗ Иосиф Виссарионович Çӗпрел районӗн сывлăх сыхлав системине пысăк тӳпе кӗртнӗ çын.
-
Тăшмана сутнăшăн 22 çула лартнă
Украинăн ятарлă служби тимлӗхре тытакан пире хирӗç çар пӗрлешӗвӗнче тăракан 35-ри Çырчалли арçыннине тытса чарнă.
-
Кашни çемьен несӗл йывăççи пулӗ
Нумай пулмасть Кивӗ Çӗпрелӗнче архив учрежденийӗсен республика семинарӗ иртрӗ. Ăна ирттерме Хусантан ятарласа Тутарстан Республикин Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗн председателӗ Гульнара Габдрахманова килсе çитрӗ. Семинара икӗ тапхăра пайланă, малтан муниципалитет архивӗсен пуçлăхӗсемпе тӗл пулчӗç, кайран вырăнти тӗпчевçӗсемпе, таврапӗлӳçӗсемпе калаçу ирттерчӗç. Тӗлпулăва Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ М.Гафаров, унăн çумӗ А.Ярухин, район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Р.Мухаметзянов, Тутарстан Республикин Патшалăх архивӗн ӗçченӗсем хутшăнчӗç.