Иосиф Кукушкин: «Чире вăхăтра тупса сиплемелле»
Çӗпрел районӗнче Кукушкинсене пӗлменнисем сахал. Мӗншӗн тесен чăнах та хисепе тивӗç çемье вăл. Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ тухтăрӗ Иосиф Виссарионович Çӗпрел районӗн сывлăх сыхлав системине пысăк тӳпе кӗртнӗ çын.
Мăшăрӗпе Ирина Алексеевнăпа (Апас районӗнчи Черккӗн ял хӗрӗ) нумай çул килӗштерсе пурăнаççӗ. Икӗ ывăл çуратса ӳстернӗ вӗсем. Ывăлӗсем ашшӗ пекех медицина профессине суйланă, хирургсем. Асли Андрей Республикăн клиника больницин кăкăрти органсен хирургийӗн (торакальная хирургия) уйрăмне ертсе пырать, кӗçӗнни Станислав Хусанти 18-мӗш больницăн тухтăрӗ, кунтах Андрейӗн мăшăрӗ те реабилитологра тăрăшать. Иосиф Вассарионович хăйӗн çемье пурнăçӗ ăннăшăн чăн малтан мăшăрне Ирина Алексеевнăна ăшшăн тав тăвать, кунӗн-çӗрӗн ӗçре чух çемье ун çинче-çке тата çывăх çыннин тӗревӗсӗр профессире те çитӗнӳ тума çăмăлах пулмастчӗ-тӗр.
Иосиф Кукушкин Çӗпрел районӗн тӗп больницинче 1991 çулхи çулларанпа хирург пулса тăрăшать, пултарулăхне кура çав çулах кӗркунне район больницин тӗп тухтăрӗн çумне лартнă. Пӗлтӗр çулталăк вӗçӗнче район больницин тӗп тухтăрӗ пулма кандидатурине район ертӳлӗхӗ те, республикăн Сывлăх сыхлав министерстви те пӗр саслăн ырласа йышăннă. Иосиф Виссарионовичăн коллективра, медицина сообществинче авторитечӗ пысăккине кăтартрӗ ку.
Вырăспа вырăсла, чăвашпа чăвашла, тутарпа тутарла калаçнăшăнах пациентсем, уйрăмах аслă çултисем, питӗ савăнаççӗ. Ырă кăмăлӗпе ăсталăхӗшӗн хисеплет те ăна район халăхӗ. Хирург-практикăн административлă ӗçре те опычӗ пысăк, 30 çул ытла тӗп тухтăрăн çумӗ пулнăскер, ӗçре сиксе тухакан йывăр ыйтусене хăвăрт татса пама, медицина ӗçченӗсен умне пысăк задачăсем лартма пулăшать.
Раççей медицини халӗ аван аталаннине палăртать Çӗпрел район больницин тӗп тухтăрӗ. Пысăк квалификациллӗ специалистсемпе тивӗçтересси – патшалăх политики. Çӗпрел районӗн больницинче паян 200 яхăн медицина ӗçченӗ тата 19 кӗçӗн медицина персоналӗ тăрăшать. «Земский врач», «Земский фельдшер» патшалăх программи район больницин кадрсен ыйтăвне татса пама пулăшать.
Пӗлтӗр район больницинче 3446 çын сипленнӗ, вӗсенчен 673-шӗ кăнтăрлахи стационарта. Çулталăкра 245 çынна операци тунă. Ятарлă сиплев кирлисене Хусан хулинчи 7-мӗш больницăна направленипе янă.
Ятарлă çар операцине хутшăннисем черетсӗр медицина пулăшăвӗ илеççӗ районта. Вӗсенчен 55-шӗ амбулатори тата стационар условийӗсенче сипленнӗ.
Тӗп тухтăр больницăн пурлăхпа техника базине çирӗплетессипе хастар ӗçлет. Наци проекчӗпе больницăна рентген аппарачӗ вырнаçтарнă, дизель генераторӗ, васкавлă пулăшу машини, хирурги уйрăмӗ валли эндоскоп оборудованине кӳнӗ. Район центрӗнчен аякра пурăнакансене вăхăтра медицина пулăшăвӗ памашкăн ялсенчи фельдшерпа акушер пункчӗсене юнри сахăр шайне, холестерина виçмелли портативлă анализаторсемпе, спирографсемпе тата куç пусăмне виçмелли тонометрсемпе тивӗçтернӗ. Кунсăр пуçне ФАПсенче вакцинаци, профилактика тӗрӗслевӗ иртме те пулать. Ял çыннисен сывлăхне тӗрӗслеме тухтăрсен бригади ялсене тухса çӳрет.
Иосиф Виссарионович Кукушкин чире вăхăтра тупса çийӗнчех сиплени çав тери пӗлтерӗшлине палăртать, тухтăрăн хăйӗн мӗнпур пӗлӗвӗпе опытне пациента усă кӳме ямалла тесе шутлать.
Решит ФАТХУЛЛОВ.
Çӗпрел районӗ.
Кукушкинсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев