Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни çемьен несӗл йывăççи пулӗ

Нумай пулмасть Кивӗ Çӗпрелӗнче архив учрежденийӗсен республика семинарӗ иртрӗ. Ăна ирттерме Хусантан ятарласа Тутарстан Республикин Архив ӗçӗсен патшалăх комитечӗн председателӗ Гульнара Габдрахманова килсе çитрӗ. Семинара икӗ тапхăра пайланă, малтан муниципалитет архивӗсен пуçлăхӗсемпе тӗл пулчӗç, кайран вырăнти тӗпчевçӗсемпе, таврапӗлӳçӗсемпе калаçу ирттерчӗç. Тӗлпулăва Çӗпрел районӗн пуçлăхӗ М.Гафаров, унăн çумӗ А.Ярухин, район Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Р.Мухаметзянов, Тутарстан Республикин Патшалăх архивӗн ӗçченӗсем хутшăнчӗç.

Семинар ӗçне пире те йыхравланăччӗ. Ульяновскран унта эпир Николай Казаков таврапӗлӳçӗпе кайрăмăр. Гульнара Закариевна интереслӗ шухăш каларӗ.

– Эпир Турцири архив ӗçӗсемпе паллашнă чух çӗнӗ япала куртăмăр. Ку çӗршывра тахçанах, Осман империйӗ пулнă чухнех, кашни çемьене ятарлă номер панă. Ку çемьесенчен тухакан çынсем те малалла çак номерпех пынă. Çакă кашни çемьен несӗл йывăççине тума, ăна сыхласа хăварма пулăшать. Киле таврăнсан эпир те çак меслете пурнăçа кӗртме шутларăмăр. Пирӗн çӗршывра нимле номер те паман çемьесене. Çапах та эпир те çак япалана тытăнса пăхас, çӗнӗлле ӗçлес терӗмӗр. Ку меслетпе халиччен Раççейре никам та ӗçлемен-ха, Тутарстан – пӗрремӗш. Хальхи саманари архив документсем упранипе кăна çырлахмалла мар, кунти информацие цифра технологийӗпе усă курса йӗркелесе пымалла. Ку ӗçре пире нейросеть те пулăшать, – терӗ вăл.

Çак ӗçе илсе пыма «Ядкяр» ятлă генеалоги порталӗ уçнă. Халь унта тӗрлӗ çӗртен материалсем пуçтараççӗ: районсен тата ытти регионсен архивӗсенчен, ЗАГСсенчен. Хальлӗхе 111 миллион ытла документ пухнă. Палăртса хăвармалла, несӗл йывăççине Тутарстанра çуралнисенне кăна тăваççӗ, ытти регионсенче çуралса кунта пурăнма куçнисем вăл шута кӗмеççӗ. Ӗç икӗ енлӗ пырать, «Ядкяр» хăй те материал патшалăх тытăмӗсенчен пуçтарать, уйрăм çынсем хатӗрленӗ несӗл йывăççисене те йышăнать. Çаксемпе усă курса, вӗсене пӗрлештерсе кашни çемьен тулли несӗл йывăççине тума хатӗрленеççӗ.

Çӗпрел районӗнчи архив ӗçне те ырăпа асăнчӗç хусансем. Кунта юлашки çулсенче архив çуртне тӗпрен юсанă, район энциклопедине кăларнă, ялсем çинчен кӗнекесем тухнă. Тăванӗсем, çывăх çыннисем тăрăшнипе Тазетдиновсен, Михайловсен, Абдрахмановсен, Мокшинсен, Лухмановсен тулли несӗл йывăççине хатӗрленӗ. Тутарстанри кашни çемьене çакăн пек тӗпчемелле тесе палăртрӗç тӗлпулура. Юлашкинчен эпир район архивӗн фондне хамăр çырнă кӗнекесене парнелесе хăвартăмăр.

Несӗл йывăççи ыйтăвӗсемпе интересленекенсем «Ядкяр» порталпа электронлă почти урлă çыхăнма пултараççӗ: Aysyilu.Galieva@tatar.ru.

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев