News by date 14 August 2025
-
Чикӗ леш енчен таврăннă посылкăна тӳлевсерех илме пулать
Маларах ют çӗршыва янă посылка каялла таврăнсан, ăна почта уйрăмӗнче илес тесен хушма тӳлев тӳлемеллеччӗ, унтан компенсаци илме заявлени çырмаллаччӗ. Посылка таможньăран е авиаци службинчен тавăрнă пулсан Раççейри хакне чакарса тулли виçепе компенсаци панă. Анчах посылка чикӗ леш енчен тавăрас пулсан, компенсаци паман.
-
Каллех ултавçăсен серепине лекнӗ
Хусанта пурăнакан 82 çулти хӗрарăм пӗр полици уйрăмне пулăшу ыйтса килнӗ, ăна 6 сехет хушши хăй пӗлмен номерсенчен шăнкăравланине пӗлтернӗ. Шăнкăравлакансем пурте унăн шут çинчи укçи-тенкине ВСУ валли куçарассине пӗлтернӗ. Куçарăва чарас тесен, унăн укçана яваплă управа памалла. Çакна тăвас тесе пенсионерка хăйӗн 360 пин тенкине кил патне велосипедпа килнӗ арçынна тыттарса янă.
-
«Мобильлӗ суйлавçă» майпа сасӑлама заявленисем йышӑнасси пуçланчӗ
Суйлава прописка тăнă çĕртен хутшăнма май çук пулсан сентябрĕн 10-мӗшӗччен МФЦ, территорири суйлав комиссиĕ е Патшалăх услугисен федераллӑ порталӗ (www. gosuslugi. ru) урлӑ заявлени памалла.