Каллех ултавçăсен серепине лекнӗ
Хусанта пурăнакан 82 çулти хӗрарăм пӗр полици уйрăмне пулăшу ыйтса килнӗ, ăна 6 сехет хушши хăй пӗлмен номерсенчен шăнкăравланине пӗлтернӗ. Шăнкăравлакансем пурте унăн шут çинчи укçи-тенкине ВСУ валли куçарассине пӗлтернӗ. Куçарăва чарас тесен, унăн укçана яваплă управа памалла. Çакна тăвас тесе пенсионерка хăйӗн 360 пин тенкине кил патне велосипедпа килнӗ арçынна тыттарса янă.
Хальхи вăхăтра Раççей Уголовнăй Кодексăн 159-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн уголовнăй ӗç пуçарнă. Преступниксен телефон номерӗсене Мускавра, Ростов, Кемерово, Самар тата Свердловск облаçӗсенче регистрациленине палăртнă.
Тутарстан ШӖМӗ асăрхаттарать: Телефонпа шăнкăравлакан палламан çынсене, вӗсем хуть кам ятӗнчен шăнкăравласан та, ан шанăр. Вӗсем сӗннине тӳрех пурнăçличчен малтан юристпа е çывăх çыннăрсемпе канашлăр!
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев