News by date 15 February 2018
-
Чăваш театрне Хусана тавăрас
Кашни çулăн икӗ вӗçӗ пур. Шăп пӗр ӗмӗр каялла, 1918 çул пуçламăшӗнче, Чăваш драмтеатрӗн пуçламăш çулӗ Хусанта, çак вырăнта çуралнă. Театра чăвашсен паллă драматургӗ-режиссерӗ, ман ентеш Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский уçать. Вăл Н.А.Островскин чăвашла куçарнă «Хăв пурнас килнӗ пек ан пурăн» спектакльне лартать. 1920 çулта театр Шупашкара куçса каять. Халӗ çав...
-
Чӗресем кăлт-кăлт тапаççӗ
Чăваш театрӗ Хусанта ытларах чухне Галиаскар Камал театрӗнче спектакльсем кăтартать, хальхинче вара ятарласа Çамрăк куракансен театрне килчӗç пирӗн юратнă актерсем. Мӗншӗн тесен çак театрта (революциччен купсасен собранийӗн çурчӗ пулнăскерте) Максимов-Кошкинский труппи Николай Островский пьесине куçарса хăйӗн пӗрремӗш чăвашла спектакльне кăтартнă. 100 çул каялла. Çавăнпа та çак спектакле пӗр ӗмӗр иртсен...
-
Ирхине Хусанта наркотик хатӗрлекенсене тытнă
(Ирина Кузьмина). ТР ШӖМӗнче иртекен черетлӗ брифинг паян ыттисенчен кăшт урăхларах пуçланчӗ. Наркотиксен законсăр çаврăнăшӗпе кӗрешекен управленийӗн пуçлăхӗ, полици полковникӗ Вадим Костюнин журналистсемпе тӗл пулсан: «Темиçе сехет каялла кăна-ха Хусанта синтетикăллă наркотиксем хатӗрлекен лабораторие асăрхарăмăр, преступниксене тытса чартăмăр, наркотикла япаласем хальлӗхе экспертизăра»,- терӗ. Кун пек тӗслӗхсем йӗрке хуралçисемшӗн тахçанах йӗркеллӗ...
-
«Аннене калăр, маншăн ан йӗтӗр...»
(Владимир Ярухин). Аллăма Афганистанра интернационаллă тивӗçне пурнăçласа пуçне хунă хастар ентешӗмӗрӗн Николай Пришельцевăн çырăвӗсем лексен: «Чăн паттăр! Пурнăçа юратакан, çемйине хаклакан çын. Еплерех пурăнмалли, çитӗнӳсем тумалли арçын!» - шутларăм эпӗ. Николай Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 1965 çулхи февралӗн 10-мӗшӗнче çуралнă. Ялти шкулта 8 класс пӗтернӗ, Кивӗ Çӗпрелӗнче ятарлă вăтам пӗлӳ...
-
Паян Совет салтакӗсене Афганистанран кăларнă кун
1989 çулхи февралӗн 15-мӗшӗнче совет çарӗн юлашки чаçӗсем Афганистан çӗршывӗнчен тухнă. Тинех пирӗн салтаксемшӗн 10 çула яхăн тăсăлнă тамăк вӗçленнӗ. Çак вăрçăра Совет çӗршывӗ хăйӗн çамрăк, вăйпитти 15 пин гражданне çухатрӗ. Февралӗн 15-мӗшӗ афганец-ветерансен уявӗ, çав вăхăтрах вăрçăран таврăнайманнисене асăнмалли кун та. Паян çӗршывăн хула-районӗсенче пуринче, çаплах Тутарстанра та, афганец-ветерансен...