Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чăваш театрне Хусана тавăрас

Кашни çулăн икӗ вӗçӗ пур. Шăп пӗр ӗмӗр каялла, 1918 çул пуçламăшӗнче, Чăваш драмтеатрӗн пуçламăш çулӗ Хусанта, çак вырăнта çуралнă. Театра чăвашсен паллă драматургӗ-режиссерӗ, ман ентеш Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский уçать. Вăл Н.А.Островскин чăвашла куçарнă «Хăв пурнас килнӗ пек ан пурăн» спектакльне лартать. 1920 çулта театр Шупашкара куçса каять. Халӗ çав...

Кашни çулăн икӗ вӗçӗ пур. Шăп пӗр ӗмӗр каялла, 1918 çул пуçламăшӗнче, Чăваш драмтеатрӗн пуçламăш çулӗ Хусанта, çак вырăнта çуралнă. Театра чăвашсен паллă драматургӗ-режиссерӗ, ман ентеш Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский уçать. Вăл Н.А.Островскин чăвашла куçарнă «Хăв пурнас килнӗ пек ан пурăн» спектакльне лартать. 1920 çулта театр Шупашкара куçса каять. Халӗ çав çуртра Хусанти çамрăксен вырăс театрӗ вырнаçнă.
Акă паян, çӗр çул çитсен Чăваш Ен артисчӗсем çав Максимов-Кошкинский лартнă спектакле Хусана илсе килнӗ. Театрăн çулӗ каялла таврăннă.

- Эпир Хусанта чăваш театрне çӗнетсе ярасшăн. Пулăшатăр-и пире? - терӗм.
- Систерӗр кăна, - шантарчӗ Чăваш Енри Театр ӗçченӗсен пӗрлешӗвӗн пуçлăхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев