Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чӗресем кăлт-кăлт тапаççӗ

Чăваш театрӗ Хусанта ытларах чухне Галиаскар Камал театрӗнче спектакльсем кăтартать, хальхинче вара ятарласа Çамрăк куракансен театрне килчӗç пирӗн юратнă актерсем. Мӗншӗн тесен çак театрта (революциччен купсасен собранийӗн çурчӗ пулнăскерте) Максимов-Кошкинский труппи Николай Островский пьесине куçарса хăйӗн пӗрремӗш чăвашла спектакльне кăтартнă. 100 çул каялла. Çавăнпа та çак спектакле пӗр ӗмӗр иртсен...

Чăваш театрӗ Хусанта ытларах чухне Галиаскар Камал театрӗнче спектакльсем кăтартать, хальхинче вара ятарласа Çамрăк куракансен театрне килчӗç пирӗн юратнă актерсем. Мӗншӗн тесен çак театрта (революциччен купсасен собранийӗн çурчӗ пулнăскерте) Максимов-Кошкинский труппи Николай Островский пьесине куçарса хăйӗн пӗрремӗш чăвашла спектакльне кăтартнă. 100 çул каялла.
Çавăнпа та çак спектакле пӗр ӗмӗр иртсен çав вырăнтах курас текенсем те, кăтартас текенсем те питӗ хумханчӗç. Залра билет çитменнипе çаврăнса каяканнисем те пулкаларӗç.
Тулли зал революциченхи Çăварни уявӗ вăхăтӗнчи пулăмсене пуçӗпех кӗрсе кайнă тейӗн, кашни курăну хыççăн тăвăллăн алă çупать. Спектакль вӗçленсен те куракансем ура çине тăрса темӗнччен алă çупрӗç.
Юратаççӗ хусансем чăваш спектаклӗсене.
Икӗ пайлă «Хăв пурнас килнӗ пек ан пурăн» драма вӗçленнӗ хыççăн та халăх нумайччен саланмасăр тăчӗ. Пурте хавхаланнă, кăмăллăн тумланаççӗ. Актерсем вара хăйсен театрне пурнăç çулӗ çине тăратнă сцена çинчен кайма васкамарӗç, йышпа тата пӗчченшерӗн фото ӳкерӗнчӗç.

Тетар çынна хумхантармалла, çӳçентермелле, шухăшлаттармалла. Унсăрăн унăн пӗлтерӗшӗ этем пурнăçӗнче чакать, вăл çука тухма пултарать. Çак, кураканпа вылякан хушшинчи чикке Чăваш драмтеатрӗн режиссерӗсем питӗ çивӗч туйса ӗçлеççӗ пулмалла. Тахçанхи пьеса çине те паянхи куракана хальхи куçпа пăхтараççӗ, хальхи виçепе хаклаттараççӗ унти пулăмсене. Çакă театр чӗлхи, сцена витӗмӗ кирек хăш вăхтра та çынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине тепӗр хут çирӗплетет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев