News by date 16 June 2017
-
Ку таранччен вӗсем ял уявне ирттерсе курман пулнă
Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - ял кунĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв. Çĕртме уйăхĕн...
-
Эпир хатӗр!
Тин кăна «Татар-информ» ИАра Конфедерацисен Кубокӗ умӗнхи хатӗрленӳ ӗçӗсен пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ вӗçленчӗ. Унта хутшăннă ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗн çумӗ А.М. Мингулов пӗлтернӗ тăрăх, Хусан çак пысăк спорт мероприятине веçех хатӗр. Июлӗн 2-мӗшӗччен пыракан Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче хулара 2000 пине яхăн волонтер ӗçлет. Вӗсенчен 1260-шӗ - стадионсенче. Болельщик паспортне...
-
Матчсен вăхăтӗнче эрех сутмаççӗ
Конфедерацисен Кубокӗ вăхăтӗнче, июнӗн 18, 22, 24 тата 28-мӗшӗсенче, Хусанта 17 автобус, 1 трамвай тата 2 троллейбус маршручӗсене улăштараççӗ. Кунсăр пуçне 6№ трамвая вăхăтлăха рейса кăлармаççӗ. 5№ трамвай та унчченхи пек тăтăш çӳремест. Çапла майпа транспортсен юхăмне тата пассажирсен хăрушсăрлăхне лайăхлатма шутлаççӗ. Кунсăр пуçне матчсен вăхăтӗнче «Казань-1», «Казань-2» чугун çул...
-
Чак-чак мар, пулă!
Раççейре Конфедерацисен Кубокӗ уçăлнă май, Хусан болельщиксен кăмăлне хальхинче чак-чакпа мар, пулăпа тупма хатӗрленет. Июнӗн 16-22-мӗшӗнче Хусанта «Пулă эрни» пулать. Çапла майпа Тутарстан тӳрех икӗ мулкача тытать: хăйӗн тараватлăхӗпе пуян историне те, республикăра пулă ӗрчетекенсен хуçалăхӗсен ӗçне те кăтартать. Тепӗр тесен, Атăлпа Кама пулли ӗлӗкрен сумра пулнă-ха. Хусанти чи лайăх...
-
Планетăн чи хаклă футболисчӗ кам?
Конфедерацисен Кубокӗн чи хаклă футболисчӗ кам тетӗр-и? Паллах, Португали сборнăйӗн лидерӗ, планетăн чи лайăх футболисчӗ Криштиану Роналду! Сăмах май, вăл хальхи вăхăтра Хусанта (июнӗн 18-мӗшӗнче Португали команди шутӗнче Мексика сборнăйӗпе вылять). Спортсмен 32-ре кăна пулсан та, ăна 100 миллион европа хаклаççӗ. Футбол историйӗнчи чи хаклă трансферсенчен вăл виççӗмӗш. Мӗнех калăн,...
-
Кун хыççăн кун
Июнь, 17 Хӗвел: тухать - 2.58, анать - 20.31, кун тăршшӗ - 17.33. Уйăх: тухать - 0.02, анать - 11.18. Уйăх календарӗпе - 23-мӗш кун. Тӗрлӗ ыйтусене татса панă чух йывăрлăхсем сиксе тухма пултараççӗ. Ӗç-пуç çине объективлă пăхмалла. Çак кун çуралнă: Александра Захарова (1962), Максим Покровский (1968). Июнь, 18 Хӗвел:...
-
Тар заводӗнче кушак та «террорист»
Паян çӗрле икӗ сехетре Хусанти тар (пороховой) завочӗн (Майăн 1-мӗшӗ урамӗ, 14-мӗш çурт) территорийӗнчи уйрăм çуртра тухнă пушарта 300 тăваткал метр çуннине хыпарлать ТР МЧС пресс-служби. Çăлавçăсем вăхăтра çитсе пушара сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Телее, хальхинче никам та вилмен, суранланман та. ТР МЧС специалисчӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Хусан çыннисемшӗн хăрушлăх çук. Хальлӗхе пушарăн...
-
Тутарстанра сывлăх сыхлав сферине çӗнетме 330 млн тенкӗ уйăрнă
Кун çинчен ТР çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх министрӗн çумӗ Ильшат Гимаев тата сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ Ильдар Фатихов пӗлтернӗ. 2017 çулта республикăра модульлӗ технологипе 42 ФАП, 6 врач амбулаторийӗ, 5 патологоанатоми уйрăмӗ тума палăртнă. Июнӗн 14-мӗшӗ тӗлне 16 ФАП çурчӗсене пуçтарса пӗтернӗ. 5 сывлăх сыхлав учрежденийӗсенче капиталлă юсав ирттереççӗ. 5 çул...
-
Ватти те, вӗтти те алă çупса ларчӗç
Июнĕн 12-мĕшĕ Раççей кунĕ. Çак кун Чăваш Киштек ялĕнче йăлана кĕнĕ уяв «Янра хут купăс!» иккĕмĕш хут иртрĕ. Ял халăхĕн хĕрӳ тапхăрĕ пулсан та, тавра ялтан пуçтарăнчĕç. Акă, чи маттур та, çепĕç саслă пикесем - Воронова Карина тата Яковлева Екатерина пурне те саламласа уява уçрĕç. Малтанах халăх фольклор «Уяв» ушкăнĕн...