Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тар заводӗнче кушак та «террорист»

Паян çӗрле икӗ сехетре Хусанти тар (пороховой) завочӗн (Майăн 1-мӗшӗ урамӗ, 14-мӗш çурт) территорийӗнчи уйрăм çуртра тухнă пушарта 300 тăваткал метр çуннине хыпарлать ТР МЧС пресс-служби. Çăлавçăсем вăхăтра çитсе пушара сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Телее, хальхинче никам та вилмен, суранланман та. ТР МЧС специалисчӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Хусан çыннисемшӗн хăрушлăх çук. Хальлӗхе пушарăн...

Паян çӗрле икӗ сехетре Хусанти тар (пороховой) завочӗн (Майăн 1-мӗшӗ урамӗ, 14-мӗш çурт) территорийӗнчи уйрăм çуртра тухнă пушарта 300 тăваткал метр çуннине хыпарлать ТР МЧС пресс-служби. Çăлавçăсем вăхăтра çитсе пушара сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Телее, хальхинче никам та вилмен, суранланман та. ТР МЧС специалисчӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Хусан çыннисемшӗн хăрушлăх çук.

Хальлӗхе пушарăн сăлтавӗ паллă мар-ха. Тепӗр тесен, кăçал май уйăхӗнче Ростехнадзор тӗрӗслевӗ заводăн оборудованийӗсен 90 проценчӗ кивелнине палăртнине шута илсен, инкекӗн сăлтавне ăнкарма йывăр мар. Завод ӗçченӗсем хăйсем каланă тăрăх, унти стенасем çине те тар тусанӗ ларнă. Эппин, кунта кушак иленсен те пысăк хăрушлăх. Мӗншӗн тесен завода сирпӗтме мăрмăрккан çак стенасем çумне пӗрре кăна сӗртӗнмелле.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев