Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Чак-чак мар, пулă!

Раççейре Конфедерацисен Кубокӗ уçăлнă май, Хусан болельщиксен кăмăлне хальхинче чак-чакпа мар, пулăпа тупма хатӗрленет. Июнӗн 16-22-мӗшӗнче Хусанта «Пулă эрни» пулать. Çапла майпа Тутарстан тӳрех икӗ мулкача тытать: хăйӗн тараватлăхӗпе пуян историне те, республикăра пулă ӗрчетекенсен хуçалăхӗсен ӗçне те кăтартать. Тепӗр тесен, Атăлпа Кама пулли ӗлӗкрен сумра пулнă-ха. Хусанти чи лайăх...

Раççейре Конфедерацисен Кубокӗ уçăлнă май, Хусан болельщиксен кăмăлне хальхинче чак-чакпа мар, пулăпа тупма хатӗрленет. Июнӗн 16-22-мӗшӗнче Хусанта «Пулă эрни» пулать. Çапла майпа Тутарстан тӳрех икӗ мулкача тытать: хăйӗн тараватлăхӗпе пуян историне те, республикăра пулă ӗрчетекенсен хуçалăхӗсен ӗçне те кăтартать. Тепӗр тесен, Атăлпа Кама пулли ӗлӗкрен сумра пулнă-ха.

Хусанти чи лайăх ресторансем республикăри шыв-шур пуллисенчен хăйсен рецепчӗсемпе эрнипех пулă шӳпи пӗçереççӗ. Ыран, июнӗн 17-мӗшӗнче, Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче «Фишка» фестиваль пулать. Кунта ирхине 11.30 сехетре 1000 литр пулă шӳрпи пӗçерсе халăха хăналаççӗ. Фестивале паллă шоумен Оскар Кучера ертсе пырать. Пурте килӗр, ӳкӗнмелле пулмасть!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев