News by date 17 July 2024
-
«Татар сузе» конкурса чăвашсем те хутшăнма пултараççӗ
Тутарстанра «Татар сузе» илемлӗ сăмах конкурсӗ пуçланнă.
-
Тутарстанра хӗрарăмсем валли çӗнӗ проект хута каять – журналистика енӗпе
Тутарстанра Раççейӗпе те чи малтан «Мамы в медиа» федераллă вӗрентӳ проекчӗ хута кайрӗ. Проект ачаллă хӗрарăмсене массăлла хыпар хатӗрсенче ӗçлеме, çӗнӗ професси алла илме май парать. Йӗркелӳçӗсен шучӗпе, ку медиаиндустрие пысăк квалификациллӗ кадрсемпе тивӗçтерме пулăшать. «Соцсетьсенче те паян хӗрарăмсен повестки лидерсен шутӗнче. Унта талантлă çынсем нумай, проект хута яни вара вӗсене социаллă сетьсен шайӗнчен çӗкленме пулăшать», – тенӗ АНО «Диалог» директор çумӗ Дарья Богданова.
-
Нумай пулмасть Санкт-Петербургра иртнӗ «Добровидение» фестивале чăвашсем те хастар хутшăнчӗç
Нумай пулмасть Санкт-Петербургра «Добровидение» Халăхсен хушшинчи халăх юррин IX фестивалӗ иртрӗ. Виçӗ куна тăсăлнăскер вăл Петропавловск крепоçӗнче, Патшалăхăн академи капеллинче, «Максим» культурăпа кану центрӗнче, «Арена» концертпа спорт комплексӗнче, Киров ячӗллӗ Тӗп культурăпа кану паркӗнче, çавăн пекех хулари çар госпиталӗсемпе организацийӗсенче пулчӗ.
-
Более 40 студентов прошли практику на объектах АО «Транснефть – Прикамье»
АО «Транснефть – Прикамье» организовало прохождение практики для студентов высших и профессиональных учебных заведений на производственных объектах предприятия. Более 40 учащихся получили возможность подробно узнать об особенностях работы производственной инфраструктуры и применить полученные знания.