«Татар сузе» конкурса чăвашсем те хутшăнма пултараççӗ
Тутарстанра «Татар сузе» илемлӗ сăмах конкурсӗ пуçланнă.
Мероприяти Тутарстан Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене сыхласа хăварас тата аталантарас енӗпе ӗçлекен комисси тӗрев панипе иртет.
Кăçал «Тататр сузе» конкурса хутшăнакансене ӳсӗмне кура 4 ушкăна уйăрнă: 7 çул тултарманнисем, 8 – 13 çултисем, 14 – 17 çултисем тата 18 çултан аслăраххисем. Конкурса профессионалсем те, творчествăлла çемьесем те хутшăнма пултараççӗ.
Хутшăнакансен пултарулăхне виçӗ номинаципе хаклӗç: «Проза», «Поэзи» тата «Туган тел».
«Туган тел» ятарлă номинацие чăваш, мари, мордва тата удмурт халăхӗн представителӗсем те хутшăнма пултараççӗ. Çак номинацире конкурса хутшăнакансен хăйсен тăван чӗлхипе классиксен, хальхи çыравçăсен е хăй çырнă хайлава хитрен вуласа памалла.
Заявкăсене 2024 çулхи ноябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнаççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татмедиа».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев