Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нумай пулмасть Санкт-Петербургра иртнӗ «Добровидение» фестивале чăвашсем те хастар хутшăнчӗç

Нумай пулмасть Санкт-Петербургра «Добровидение» Халăхсен хушшинчи халăх юррин IX фестивалӗ иртрӗ. Виçӗ куна тăсăлнăскер вăл Петропавловск крепоçӗнче, Патшалăхăн академи капеллинче, «Максим» культурăпа кану центрӗнче, «Арена» концертпа спорт комплексӗнче, Киров ячӗллӗ Тӗп культурăпа кану паркӗнче, çавăн пекех хулари çар госпиталӗсемпе организацийӗсенче пулчӗ.

Кăçал Нева çинчи хулари концерт площадкисенче хамăр тата ют çӗршывсенчи 200-е яхăн коллектив хăйӗн пултарулăхне кăтартрӗ. Чăвашсен чысне фестивальте Раççей МЧСӗн Тӗп управленийӗн Чăваш Республикинчи уйрăмӗн «Служу Отечеству» ансамблӗ тата Санкт-Петербургри ЧНКА çумӗнчи «Юрату» фольклор ансамблӗн ертӳçи Мария Кондратьева хӳтӗлерӗç.

Яланхи пекех «Добровидение» фестивале кăçал та Петропавловск крепоçӗнче уçрӗç. Нарышкин бастионӗнчи тупăран икӗ хутчен пени виçӗ куна тăсăлакан фестиваль пуçланнине пӗлтерчӗ.

Концерт марафонӗ Петропавловск крепоçӗнчи Собор тӳремӗнче фестивале хутшăнакан пин ытла çын харăссăн «Матушка Россия» юрра юрланипе пуçланчӗ. Нарышкин бастионӗнче Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсене халалланă салтак юррисем, çар композицийӗсем янăрарӗç. «Добровидение Zа Победу» асăну программин тӗп сăнарӗ кăçал «Русь» фолк-ушкăнăн пайташӗ, купăсçи, «Добровидение» фестивалӗн лауреачӗ пулнă Сергей Игумнов пулчӗ. Вăл ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă. Артистсем Сергее халалласа юрăсем юрларӗç, çапла майпа харсăр десантнике тата ытти паттăрсене чунтан хисеп тунине палăртрӗç.

Мероприятие хутшăннă Раççей Геройӗ Сергей Липовой генерал-майор куракансене «Служу Отечеству» ансамбльпе паллаштарчӗ. Унта юрлакансем хăйсем те тӗрлӗ çапăçусен ветеранӗсем. Чăваш ансамблӗн  ертӳçи Андрей Барабанов, воин-интернационалист, Афган вăрçин паттăрӗ, Сергей Игумнов çинчен ӳкернӗ «Осиротевшая гармонь» фильма пăхнă хыççăн ăна халалласа «Играй и пой, моя гармонь» юрă çырнă. Андрей Юрьевич юрлас умӗн Сергейӗн ашшӗпе амăшне Николай Анатольевичпа Ирина Викторовнăна сцена çине чӗнсе илчӗ, çак юррăн сăмахӗсене çырнă, хăй алă пуснă хута парнелерӗ. Унтан пӗрле çӗнӗ юрра шăрантарчӗç.

«Служу Отечеству» ансамбль çавăн пекех «Максим» культурăпа кану центрӗнче те юрларӗ. Патриотла юрăсем шăрантаракан чăваш артисчӗсене куракансем тăвăллăн алă çупса хавхалантарчӗç.

«Арена» концертпа спорт комплексӗнче вара Мария Кондратьева юрларӗ. Тӗрлӗ халăх артисчӗсемпе пӗрле вăл «Нам нужна одна Победа» юрра та çӳллӗ шайра шăрантарчӗ.

Фестиваль вӗçленес умӗн Андрей Барабанов «Добровидение» фестиваль пуçаруçине, йӗркелӳçине, РФ Патшалăх Думин депутатне Олег Нилова «Играй и пой, моя гармонь» юррăн сăмахӗсене тата пушарпа кӗрешекенсене хӳтӗлекен «Неопалимая купина» турăша парнелерӗ. Олег Анатольевич «Служу Отечеству» ансамбле çӳллӗ шайра юрланăшăн, Сергей Игумнова халалласа юрă çырнăшăн чун-чӗререн тав турӗ, çитес çул та фестивале хутшăнма йыхравларӗ.

Валериан ГАВРИЛОВ.

Санкт-Петербург.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев