News by date 18 March 2022
-
Надежда Николаевна Андреевăна 55 çул тултарнă ятпа!
Юратнӑ та хаклӑ çыннӑмăра, Пăва районӗнчи Тинкеш ялӗнче пурăнакан Надежда Николаевна АНДРЕЕВĂНА мартăн 15-мӗшӗнче 55 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!
-
Роспотребнадзор ӗçченӗсем потребителе хӳтӗлесе судра сăмах тытаççӗ
Пӗтӗм тӗнчери тавар туянаканăн правине хӳтӗлемелли кун пулчӗ пушăн 15-мӗшӗнче. 1962 çулта АПШ Президенчӗ Джон Кеннеди тавар туянакансен прависене хӳтӗлесси çинчен конгресра сăмах каланă хыççăн тӗнчипех паллă тăваççӗ ăна. Пирӗн çӗршывра тавар туянакансен прависене 30 çул каялла тин саккунпа палăртса çирӗплетнӗ, 1992 çулхи нарăсăн 7-мӗшӗнче пулнă ку. Тавар туянакан хăйӗн прависене пӗлсе хӳтӗлесси ерипен аталанать темелле. Ытларикун «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире те сăмах çакăн пирки пычӗ
-
Запас 2 уйăха çитет
Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов çӗршыв ертӳçипе иртнӗ канашлура доклад тăвакансенчен пӗри пулчӗ. Вăл регион ертӳçи пек кăна мар, Патшалăх Канашӗн строительствăпа, ÇКХпа тата хула тавралăхӗпе комиссин председателӗ пек те калаçрӗ
-
Хамăр çӗршывшăн тата хамӑр ачасемшӗн
Мартăн 16-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин регионсене социаллă-экономика тӗревӗпе тивӗçтерессипе анлă канашлу ирттерчӗ. «Эпир пуçарнă кӗрешӳ вăл – хамăрăн суверенитетшăн, хамăрăн çӗршывшăн тата хамăр ачасемшӗн пуçланă кӗрешӳ. Раççей пулса юлассишӗн кӗрешӗпӗр эпир», – терӗ Владимир Путин.