Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Роспотребнадзор ӗçченӗсем потребителе хӳтӗлесе судра сăмах тытаççӗ

Пӗтӗм тӗнчери тавар туянаканăн правине ​ хӳтӗлемелли кун пулчӗ пушăн 15-мӗшӗнче. ​ 1962 çулта АПШ Президенчӗ Джон Кеннеди тавар туянакансен прависене хӳтӗлесси çинчен конгресра сăмах каланă хыççăн тӗнчипех паллă тăваççӗ ăна. Пирӗн çӗршывра тавар туянакансен прависене 30 çул каялла тин саккунпа палăртса çирӗплетнӗ, 1992 çулхи нарăсăн 7-мӗшӗнче пулнă ку. Тавар туянакан хăйӗн прависене пӗлсе хӳтӗлесси ерипен аталанать темелле. Ытларикун «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцире те сăмах çакăн пирки пычӗ

Журналистсемпе тӗлпулăва Роспотребнадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçин çумӗ Марина Викторовна Трофимова тата Патшалăх алкоголь инспекцийӗн шалти рынока аталантарас тата килӗштерес енӗпе уйрăмӗн пуçлăхӗ Розалия Махмутовна Арсланова килчӗç. Тавар туянакансен прависене хӳтӗлесе закон йышăнни Раççей историйӗнче ку пӗрремӗш хут пулнă. Потребительсен прависене палăртнă: таварсемпе услугăсен хăрушсăрлăхӗ; тавар е услуга çинчен потребителе ăнланмалла каласа (çырса) пани; правасене пăснă-тăк, потребителӗн судра тӗрӗслӗх шырама право пур. Унта тӗплӗн сутуçăпа тавар туянаканăн хутшăнăвӗсене уçăмлатса çырса кăтартнă. Апла пулин те хăйсен прависене хӳтӗлессишӗн Роспотребнадзор управленине пыракансем йышлă пулман, юлашки çулсенче кăна ӳсӗм курăнать – Раççей çыннисенчен 70 проценчӗ çак законпа усă курни паллă юлашки ыйтăмсенчен, 2005-2007 çулсенче таварсемпе улшăннă пулсан, юлашки çулсенче услугăсемпе çыхăнни паллă. ​ Марина Викторовна сăмахӗсемпе чылай чух Роспотребнадзор ӗçченӗсем потребителе хӳтӗлесе судра сăмах тытаççӗ. 2021 çулта кăна 1300 суд ларăвне хутшăнса потребителе пулăшнă. Çапла майпа хур курнă çынсем 52 миллион тенкӗ тавăрма пултарнă. Кунсăр пуçне Роспотребнадзор халăха финанс енчен çутта кăларассипе те нумай ӗçлет, тӗрлӗ ӳсӗмрисемпе, тӗрлӗ социаллă ушкăнсемпе. ​ Çак эрнере те суту-илӳ вырăнӗсенче, вӗренӳ заведенийӗсенче Роспотребнадзор ӗçченӗсем халăха ăнлантарса парассипе тăрăшрӗç. Пӗтӗм Раççейӗпе 8-800-555-49-43 хӗрӳ телефон линийӗ ӗçлет тата rospotrebnadzor.ru сайта кӗрсе ыйту пама пулать.

2016 çулти кăтартусемпе потребительсене хӳтӗлессипе Тутарстан Раççей субъекчӗсен хушшинче виççӗмӗш вырăн йышăнать. Апла пулин те ку лăпланса ларма хушмасть. 2021 çулта Патшалăх алкоголь инспекцийӗ 3000 çыру илнӗ потребительсенчен, кунсăр пуçне сăмах вӗççӗн 15 пин çынна канаш панă. Суту-илӳпе çыхăннă жалобăсем 82 процент, çурт-йӗр тата коммуналлă хуçалăхсен ӗçне тиркесе пынисем 2 процент, услугăсене вăхăтра, кирлӗ шайра паманнисене хурласа 8 процент, ытти сăлтавсемпе 8 процент пулăшу ыйтнă. Таварсен хакӗсем ӳссе пынине те сăнаса тăрать Патшалăх алкоголь инспекцийӗ. ​ Ют çӗршыв компанийӗсем хупăнаççӗ, анчах потребитель умӗнче явап тытасшăн мар вӗсем сутнă тавара пăхса тăрассипе. Çакăнта та тӗрӗслӗхе çиеле кăлараççӗ.

Пирӗн правасене хӳтӗлекен организацисен ӗçченӗсем журналистсемпе тӗлпулăва вӗçленӗ май ултавран сыхланса юлмалли чи лайăх меслет – килӗшӳсемпе ӳркенмесӗр ​ тӗплӗн паллашмаллине астутарчӗç. Менеджер сăмах вӗççӗн калани хут çинче çырни умӗнче вăйсăр.

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев