Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Запас 2 уйăха çитет

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов çӗршыв ертӳçипе иртнӗ канашлура доклад тăвакансенчен пӗри пулчӗ. Вăл регион ертӳçи пек кăна мар, Патшалăх Канашӗн строительствăпа, ÇКХпа тата хула тавралăхӗпе комиссин председателӗ пек те калаçрӗ

Рустам Минниханов шучӗпе, коммерцилле çурт-йӗр строительствипе ӗçлекенсене кредитпа тивӗçтересси регионсене аталанма пулăшнисӗр пуçне ӗç вырăнӗсем те уçма май парать. Стройматериалсен хакӗсем тăтăш ӳснине çемçетес тӗллевпе вӗсене хальхи хаксемпе илсе юлма, çак тӗллевпе çирӗплетнӗ контрактсене 80 процент таранччен аванспа тивӗçтерме тата патшалăх контракчӗсене банк гарантийӗсемпе тивӗçтерме ыйтрӗ. ÇКХ тарифӗсене ӳстерес мар тесе ресурссемпе тивӗçтерекен организацисен инвестпроекчӗсене финанслама илнӗ кредитсен процент ставкине субсидилеме сӗнчӗ. Республикăри лару-тăру пирки пӗлтерсе Тутарстанра социаллă пӗлтерӗшлӗ таварсен контролӗпе штаб уçнине, чи кирлӗ продукцисен запасӗ икӗ уйăха çитнине, çăнăх, сахăр, эмелсен резерв фончӗ пуррине тата мартăн 19-мӗшӗнчен ял хуçалăх ярмăрккисем пуçланассине ​ пӗлтерчӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев