Паян ЧНКА конференцийӗ
Тăван Çӗршыв вăл чӗре пекех, унсăр çын пурăнаймасть. Эпир, Тутарстан чăвашӗсем, çак çӗр çинче тарăн тымар янă. Несӗлсен йăлисене манмасăр паянхи куна çити хамăр авалхи чӗлхене илсе çитертӗмӗр. Тӗрлӗ халăхсен туслă çемйинче эпир тăван республика пуласлăхӗшӗн ӗçлетпӗр, культура аталанăвӗшӗн тăрăшатпăр.
Шăпах тăванлăх пӗлтерӗшӗллӗ наципе культура мероприятийӗсенче тӗвӗленекен «килӗшӳ», «пӗрлӗх», «кăмăл-сипет»...