Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Ют çӗршыв кредичӗ илӗртӳлӗрех

Ку çулхи сентябрь уйăхӗнче Татфондбанкпа «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательствăна пулăшассипе Раççей Банкӗ» АО (МСП-Банк) килӗшӳ çирӗплетнӗ тăрăх, Раççей регионӗсенчи пӗчӗк тата вăтам бизнеса пулăшу пама 2 миллиард тенкӗ уйăрнă. Кун пирки ноябрӗн 7-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире «Татфондбанк» ПАО правлени председателӗн çумӗ Рустам Хакимов пӗлтерчӗ. Тӗлпулăва МСП-Банкăн регионсемпе ӗçлекен департамент директорӗ...

Ку çулхи сентябрь уйăхӗнче Татфондбанкпа «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательствăна пулăшассипе Раççей Банкӗ» АО (МСП-Банк) килӗшӳ çирӗплетнӗ тăрăх, Раççей регионӗсенчи пӗчӗк тата вăтам бизнеса пулăшу пама 2 миллиард тенкӗ уйăрнă. Кун пирки ноябрӗн 7-мӗшӗнче «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире «Татфондбанк» ПАО правлени председателӗн çумӗ Рустам Хакимов пӗлтерчӗ. Тӗлпулăва МСП-Банкăн регионсемпе ӗçлекен департамент директорӗ Кирилл Сергеев хутшăнчӗ.
Спикерсем пӗлтернӗ тăрăх, 2 миллиардран 1,25 миллиард тенкине «МСП-Приоритет» продукт условийӗсемпе индустри паркӗсемпе технопарксен резиденчӗсене финанслама уйăрнă, юлнă 750 миллион тенкипе «МСП-Инвестиции» прог­раммăпа инвестицилле проект­сене пурнăçлама палăртнă.
- «МСП-Приоритет» пи­рӗн банкăн тӗп продукчӗ пулса тă­рать темелле. Ун йӗркипе пӗр çулталăкран пуçласа пилӗк çул таранччен вăхăта 500 миллион тенкӗ кредит пама пултаратпăр. Процент ставки çулталăкне 10,5 процентран пуçласа 14,3 процента çитме пултарать. Чи пӗчӗк ставка илес тесен нацин гаранти системин хӳттинче гарантисемпе кредит суммин 45 процентӗнчен кая мар усă курмалла», - терӗ Кирилл Сергеев.
Рустам Хакимов хушса каланă тăрăх, çак продуктпа рефинансировани те тума май пур. «Пирӗн банкăн харпăр программисемпе маларах кредит илнӗ клиентсене МСП-Банк банк гарантийӗсене илнӗ чухне ссудăн ставкине чакарма май парать. Паянхи кун банк гарантийӗсем пысăк кирлӗлӗхпе палăрса тăраççӗ. Экспресс-гарантисене питӗ те оперативлă, 4-5 сехет хушшинчех, пама пултараççӗ. Заявка сумми 10 миллион тенкӗпе танлашма пул­тарать. Мӗнле калас, эпир хăйне евӗр онлайн-биржа йӗркелерӗмӗр, ун йӗркисемпе клиент пирӗн партнер шутланакан тепӗр банк гарантине илме пултарать», - тесе ăнлантарчӗ Рустам Хакимов.
Сăмах май, çӳлерех асăннă банксем пӗчӗк тата вăтам биз­неса пулăшассипе ӗçлӗ хут­шăнусене 2004 çултах йӗркеленӗ. Татфондбанк клиентсемпе пысăк тим­лӗхпе ӗçлет, биз­несменсем тӳрремӗнех банк ертӳçисемпе калаçма пултараç­çӗ. «Хăш чухне кунне 70 çынпа та тӗл пулма тивет. Кашни клиентăн харпăр ыйтăвӗсене шута илме тăрăшатпăр. Ку чухне банк хăрушсăрлăхӗ пӗрремӗш вырăна тухать. Клиент ыранхи куна шанса пăхасшăн. Чи кирлӗ продуктсем пурри пирӗн банкăн хăрушсăрлăхне çирӗплетсе па­рать. Çавна кашни çын патне çитерме тăрăшатпăр», - терӗ Рустам Хакимов.
Пӗчӗк тата вăтам бизнес илекен вăтам кредит пирӗн рес­публикăра паян 10 миллион тенкӗпе танлашать. МСП-Банкăн гарантийӗсемпе малашне вăл ӳсесси куçкӗрет. Кирилл Сергеева шанас пулсан, çулталăк вӗçленнӗ çӗре вăл 30 миллионпа танлашма пултарать. Кредита ытларах производство, суту-илӳ секторӗнче ӗçлекенсем илеççӗ, юлашки вăхăтра ял хуçалăх отраслӗнче ӗçлекенсем йышланма пуçланă, ытларах фер­мерсем.
Пресс-конференцие хутшăн­нă МСП-Банкăн правлени пай­ташӗ - правлени председа­те­лӗн çумӗ Роман Капинос сă­махӗсемпе, сентябрьте хута янă продукт предпринимательсене паха пулăшу пама май парать. Вăтам бизнеса паракан кредит ставки 6,5 процент пулни начар-им? Пӗчӗк бизнеса вара 7 çула 11,5 процент ставкăпа параççӗ. Çулталăк пуçланнăранпа пӗтӗмӗшле кредитсен сумми 600 миллион тенкӗпе танлашнă, çитес çул ăна 1,4 миллиард тенке çитерме планлаççӗ. Приоритетлă отрасльсен шутӗнче ял хуçалăхӗ, транспорт, строительство, производство.
Сăмах май, пӗчӗк тата вăтам бизнеса тӗрев парассипе Тат­фондбанк Тутарстанра пӗрремӗш банксен шутне кӗрет.
Банксем пӗчӗк тата вăтам предпринимательствăна тимлӗх уйăрни лайăх пулăм. Анчах Раççейре ку енӗпе пурпӗрех сахал ӗç пырать. Процент ставки пӗчӗкçӗ теççӗ. Анчах тӗнчери опытпа танлаштарсан капашсăр пысăк. Çавăнпа çӗршыври нумай компани ют çӗршыв зай­мӗсемпе усă курать, уйрăмах ку кризис вăхăтӗнче палăрчӗ. Халӗ те интерес чакни курăнмасть, мӗншӗн тесен ют çӗршыв банкӗсен кредит ставкисем самай илӗртӳллӗрех. Сăмахран, Евросоюзра вăтам ставка 3,6 процентпа танлашать, иртнӗ çултипе танлаштарсан цифра икӗ хут чакнă. Çав вăхăтрах Раççейре бизнес-кредитсен вăтам ставки 3,1 процента ӳссе 15,7 процента çитнӗ. Валюта уйрăмлăхӗсене шута илсен те ку самай пысăк. Чи пӗчӗк ставкăна Австрире палăртнă, ӗç пуçарас тӗллевпе кредит илес тесен унта ăна 2,34 процентпа параççӗ, чи хаклă кредит Кипрта - 6,76 процент. Капла вара Европăра ставкăсен лару-тăрăвӗ питӗ те ырă: Финляндире - 2,54, Италире - 3,04, Бельгире 2,67 процент (1 миллион евро таран илес пулсан). Енчен те бизнес пуçарма 1 миллион евроран ытларах кирлӗ-тӗк, ăна Нидерланды банкӗсем 1,68 процентпах параççӗ. Италире вăл - 1,86 процент, Францире - 2,05 процентран иртмест. Паллах, Раççей предпринимателӗсем Европăра кредит илме тăрăшаççӗ, мӗншӗн тесен вӗсен условийӗсем самай илӗртӳллӗрех. Ку чухне Раççей банкӗсен позицийӗ тӗлӗнтерет, тӗнчери практикăна курса та вӗсем процент ставкисене чакарма шутламаççӗ. Паллах, чи малтан вӗсем хăйсем пирки шутлаççӗ. Тепӗр япала: кредит тӳлевӗсен льгота тапхăрӗ, ăна ӳстерсен пит лайăх пулмалла. Çын кредита харпăр бизнеса ура çине тăратас тӗллевпе илет-çке, паллах, пӗрремӗш уйăхранах тӳлеме пуçлама йывăр. Енчен те тӳлевсене пӗр çулталăка та пулин «шăнтсан» пӗчӗк тата вăтам бизнес сывласа ярӗччӗ. Халӗ ӗнтӗ бизнес-кредитсен рефинансировани лару-тăрăвне лайăхлатса кредит калăпăшне пӗтӗмпе 400-500 миллиард тенке çитересшӗн, аналитиксен шутлавӗпе ун чухне ставка 10 процентпа танлашӗ. Енчен те Раççей банкӗсем малашне те никама пăхăнмасăр пысăк ставкăсен политикине илсе пырсан çӗршыври лару-тăру бизнесшăн çăмăлланассине кӗт­­­­мел­ли çук.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев