Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Тус-юлташсем, тăвансем!

«Пирӗн кил - Тутарстан» респуб­ликăри этнокультура фестивалӗн гала-концертне кăçал Хусанти «Пирамидăра» ирттерчӗç. Сăнанă тăрăх, çакă пысăк пуçлăхсем килсе саламлассипе çыхăннă. Чăнах та çапла пулчӗ. Фестивале хутшăнакансене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗпе саламларӗ. Гала-концертра респуб­ликăри муниципаллă районсенчи суйлав турӗсенче çӗнтернӗ 40 пултарулăх ушкăнӗ хутшăнчӗ - пурӗ 600 ытла çын....

«Пирӗн кил - Тутарстан» респуб­ликăри этнокультура фестивалӗн гала-концертне кăçал Хусанти «Пирамидăра» ирттерчӗç. Сăнанă тăрăх, çакă пысăк пуçлăхсем килсе саламлассипе çыхăннă. Чăнах та çапла пулчӗ. Фестивале хутшăнакансене Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов Халăхсен пӗрлӗхӗн кунӗпе саламларӗ. Гала-концертра респуб­ликăри муниципаллă районсенчи суйлав турӗсенче çӗнтернӗ 40 пултарулăх ушкăнӗ хутшăнчӗ - пурӗ 600 ытла çын. Вӗсем тутар, вырăс, чăваш, мари, мордва, удмурт, крешӗн, белорус, грузин, армян, дагестан, казах, узбек, туркмен, инди, украин, казак юррисемпе ташшисене кăтартрӗç.
«Паянхи гала-концерт пирӗн çӗршыв тата республика халăхӗсем пӗрлешнин тӗслӗхӗ пулса тăрать. Хуть те мӗнле территорин те ăнăçлăхӗпе аталанăвӗ конфессисем хушшинчи килӗшӳрен килет. Енчен те пирӗн хушăри тӗрлӗ халăхсен çыннисем хушшинче ăнланупа килӗшӳ пулман пулсан Тутарстан та, паллах, çакăн пек çитӗнӳсем тăвайман пулӗччӗ-тӗр, - терӗ Рустам Минниханов хăйӗн саламлă сăмахӗнче. - Пирӗн коллектив­сем мӗнлерех, талантсем мӗнлерех! Çак уява йӗркелекенсене лайăх концертшăн чӗререн тав тăватпăр. Кунта пирӗн пӗтӗм республикăна, унăн пысăк пуянлăхне кăтартнă».
Культурăна мала ярас ӗçре çитӗнӳ тунисене те палăртрӗ республика пуçлăхӗ. Ыттисен хушшинче Нурлатри «Çăлкуç» халăх ансамбльне (ертӳçи О.Тохтаманова) материалпа техника базине çирӗплетме парне Сертификачӗ пачӗ.
«Çăлкуç» ансамбль кăçал августра хăйӗн 25-çуллăхне паллă турӗ. 2012 çултанпа ăна «Кӗмӗл сасă», «Вирьял шевлисем», «Чăваш шăпчăкӗ» юрă конкурсӗсен лауреачӗ Олеся Олеговна Тохтаманова ертсе пырать. «Пирӗн кил - Тутарстан» фестивальте нурлатсем «Тус-юлташсем, тăвансем» юрра шăрантарчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев