Сиктӗрме хăнасене йышăнчӗ
Январӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ иртенпе хăнасене йышăнчӗ. Кунта В.В. Иванов ертсе пыракан ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн çыннисем, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем, ЧР культура министрӗ К. Яковлев ертсе пыракан делегацире П.Хусанкай ывăлӗ Атнер Хусанкай, поэт мăшăрӗ Вера Кузьмина, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Клементьев юрăç, Чăваш кинемотографисчӗсен пуçлăхӗ Олег Цыпленков, Телертӳçӗ тата сăвăç...