Петӗр Хусанкай – туслăх элчин тӗслӗхӗ
Раççей уçлăхӗнче наци литературисемпе культурисен арканми пӗрлӗхӗн йӗркеленӗвӗнче шăпах çак фактор тӗп вырăн йышăнчӗ вӗт. Тутарсатан кунта тӗслӗх пулса тăрать, вăл пире тымарсем патне тавăрса хамăрăн пӗрлӗхе ăнланма пулăшать, унта тăванлăх тата пӗр-пӗрне хисеплесси - тӗп вырăн йышăнаççӗ. Тутарстанра пулнă чухне Мускав тата пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирил каланăччӗ: «Тăван çӗршыв...
Раççей уçлăхӗнче наци литературисемпе культурисен арканми пӗрлӗхӗн йӗркеленӗвӗнче шăпах çак фактор тӗп вырăн йышăнчӗ вӗт. Тутарсатан кунта тӗслӗх пулса тăрать, вăл пире тымарсем патне тавăрса хамăрăн пӗрлӗхе ăнланма пулăшать, унта тăванлăх тата пӗр-пӗрне хисеплесси - тӗп вырăн йышăнаççӗ. Тутарстанра пулнă чухне Мускав тата пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирил каланăччӗ: «Тăван çӗршыв шăпинче Тутарстан уйрăм вырăн йышăнать». Унтан вăл малалла тăсрӗ: «Шанатăп: Тутарстанра пурнăç мӗнле шуса пынинчен, кунта нацисемпе религисем хушшинчи хутшăнусем еплерех йӗркеленнинчен пирӗн Çӗршыври малашнехи тăнăçлăх мӗнле пуласси килет». Кунта пире чăвашсен, вырăссен, тутарсен хушшинчи яланхи туслăхӗ, тахçанхи тăванлăхӗ çине тепӗр хут пăхма май пур. Музейре Тутарстанăн халăх поэчӗсем пӗрре мар пулчӗç. Тутарстан тата Чăваш Ен литераторӗсен хутшăнăвӗсем - Раççейри тӗп халăхсен туслăхӗн пӗр пайӗ, вӗсем пӗрлӗхе çирӗплетеççӗ. Çавна кура эпир те пӗр-пӗрне пуянлататпăр.
Чăваш халăх поэчӗн сăмахӗн вăйӗ калама çук пысăк. Çулран çул Хусанкай патне туртăнасси манра ӳссе пырать. Унсăр пуçне Хусанкай пирӗн çемье биографийӗн пӗр пайӗ те пулса тăчӗ. Вăл манăн аннене Антонине Дмитриевнăна çырусем çырнă, Мукусев Степан, Виктор, Василий, Николай тетесемпе туслă пулнă. Вӗсене халалласа вăл «Тăватă хурăн» сăвă çырнă.
Шота Руставелин «Витязь в тигровой шкуре» произведенине чăвашла куçарнă чухне Хусанкай грузи поэчӗн çак йӗркисене палăртнă: «Хăйне валли тус шыраман хăйӗншӗн-хăй тăшман». Хамăр Сиктӗрмери музейре эпир вырăссене, тутарсене, белоруссене, украинецсене, марисене, удмуртсене, еврейсене, эстонецсене, туркăсене, американецсене, ытти халăхсен представителӗсене йышăннă. Çавна май, çынсен тивӗçне упраса хисеплесси пирӗн ентешӗн тӗп халалӗ пулса тăрать. Хусанкай пултарулăхӗ пире вăл хунанă иделасене пропагандăлама, çынсенче ырлăх, юрату, пӗр-пӗрне ăнланас туйăмсене çӗнӗрен чӗртме хистет.
Сăмах май, П.П.Хусанкай сăввисене вулкансен хушшинче хальхи вăхăтра chuvash.org сайт видеоконкурс ирттерет. Акă ссылки:
http://chuvash.org/news/14602.html
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев