Сиктӗрме хăнасене йышăнчӗ
Январӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ иртенпе хăнасене йышăнчӗ. Кунта В.В. Иванов ертсе пыракан ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн çыннисем, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем, ЧР культура министрӗ К. Яковлев ертсе пыракан делегацире П.Хусанкай ывăлӗ Атнер Хусанкай, поэт мăшăрӗ Вера Кузьмина, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Клементьев юрăç, Чăваш кинемотографисчӗсен пуçлăхӗ Олег Цыпленков, Телертӳçӗ тата сăвăç...
Январӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗ иртенпе хăнасене йышăнчӗ. Кунта В.В. Иванов ертсе пыракан ТР ЧНКА Ӗçтăвкомӗн çыннисем, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем, ЧР культура министрӗ К. Яковлев ертсе пыракан делегацире П.Хусанкай ывăлӗ Атнер Хусанкай, поэт мăшăрӗ Вера Кузьмина, ЧНК вице-президенчӗ Валерий Клементьев юрăç, Чăваш кинемотографисчӗсен пуçлăхӗ Олег Цыпленков, Телертӳçӗ тата сăвăç Марина Карягина, Эдуард Бахмисов, Алексей Шадриков, Людмила Семенова, Ольга Лукова, ЧР Професиллӗ çыравшăсен союзӗн пуçлăхӗ Геннадий Максимов, Чăваш халăх поэчӗ Валери Туркай, Раиса Сарпи поэтесса, Галина Кӗмӗл поэтесса, Светлана Азамат сăвăç тата композитор, Юрий Артемьев филологи наукисен докторӗ, районсенчи чăваш центрӗсен пуçлăхӗсем, çыравçăсем пухăннăччӗ. Уяв сумлă иртрӗ. Элкелсем Хусанкая юратаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев