Павлăра сăвă каçӗ
Петӗр Хусанкай çав тери талантлă поэт. Тăван çӗршыва, тăван халăха, тăван чӗлхене питӗ юратни сăввин кашни йӗркинче палăрать. Акă, «Ентешсем» сăввине кăна илер:
Тутарстанра çуралнăскер,
Манаймăп эп çӗршывăма.
Ачалăхăм уяр, сенкер
Тӳпе пек тухрӗ ман ума:
Шăрçаланать кун хыççăн кун,
Çул хыççăн çул - çӗкленчӗ чун.
Салам-алликӗм, тантăшсем!
Кăвак йӗмпе,...