Паян ывăниччен ӗçлемелле мар
Муса Джалиль, Любовь Орлова хăçан çуралнине, Сретенипе Компьютерщик кунӗ хăçан пулнине пӗлес тесен Сирӗн çак материала вуламалла пулать. Февраль, 11 Хӗвел: тухать - 7.17, анать - 16.39, кун тăршшӗ -9.22. Уйăх тулать: тухать - 17.19, анать - 7.20. Раççейре спортăн хӗллехи тӗсӗсен кунӗ. Халăхсен хушшинчи наукăри хӗрарăмсемпе хӗр ачасен кунӗ....
Муса Джалиль, Любовь Орлова хăçан çуралнине, Сретенипе Компьютерщик кунӗ хăçан пулнине пӗлес тесен Сирӗн çак материала вуламалла пулать.
Февраль, 11
Хӗвел: тухать - 7.17, анать - 16.39, кун тăршшӗ -9.22. Уйăх тулать: тухать - 17.19, анать - 7.20.
Раççейре спортăн хӗллехи тӗсӗсен кунӗ.
Халăхсен хушшинчи наукăри хӗрарăмсемпе хӗр ачасен кунӗ.
Пӗтӗм тӗнчери чирлисен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 16-мӗш кун. Теветкеллӗхпе çыхăннă ӗçсенче хăрушсăрлăх техникине çирӗп пăхăнмалла çак кун.
Çак кун çуралнă: Любовь Орлова (1902-1975).
Февраль, 12
Хӗвел: тухать - 7.15, анать - 16.41, кун тăршшӗ - 9.26. Уйăх: тухать - 18.34, анать - 7.47.
Халăхсен хушшинчи мăшăрлану агентствисен кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 17-мӗш кун. Ывăниччен ӗçлемелле мар.
Февраль, 13
Хӗвел: тухать - 7.13, анать - 16.44, кун тăршшӗ - 9.31. Уйăх: тухать - 19.48, анать - 8.09.
Пӗтӗм тӗнчери радио кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 18-мӗш кун. Васкамалла мар, мӗн пулать те мӗн килет тесе «вакка сикмелле» мар.
Çак кун çуралнă: Татьяна Тарасова (1947), Максим Леонидов (1962).
Февраль, 14
Хӗвел: тухать - 7.11, анать - 16.46, кун тăршшӗ - 9.35. Уйăх: тухать - 20.59, анать - 8.30.
Юратакансен кунӗ - Çветтуй Валентин кунӗ.
Компьютерщик кунӗ.
Уйăх календарӗпе - 19-мӗш кун. Хăвăр япăх пӗлекен çынсемпе нимле ӗçе те хутшăнмалла мар.
Февраль, 15
Хӗвел: тухать - 7.08, анать - 16.48, кун тăршшӗ - 9.40. Уйăх: тухать - 22.09, анать - 8.50.
Тăван çӗршыв тулашӗнче салтак тивӗçне пурнăçланă Раççей çыннисене асăнмалли кун.
Халăхсен хушшинчи ракпа чирлӗ ачасен кунӗ.
Сретени.
Уйăх календарӗпе - 20-мӗш кун. Яваплă хушусене пурнăçлама, документсемпе ӗçлеме чăн лайăх кун мар.
Çак кун çуралнă: Муса Джалиль (1906-1944).
Февраль, 16
Хӗвел: тухать - 7.06, анать - 16.50, кун тăршшӗ - 9.44. Уйăх: тухать - 23.17, анать - 9.11.
Уйăх календарӗпе - 20-мӗш кун. Мӗнле лару-тăрăва лексен те никам майлă та пулмалла мар, хăвăрăн харпăр шухăш çине тăмалла.
Февраль, 17
Хӗвел: тухать - 7.04, анать - 16.52, кун тăршшӗ - 9.48. Уйăх: анать - 9.33.
Уйăх календарӗпе - 21-мӗш кун. Экспериментсем тума ăнăçлă кун.
Çак кун çуралнă: Вячеслав Малежик (1947).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев