«Сувар» хаçат ӗçченӗсем ыркăмăллăх концертне хутшăнчӗç
Февралӗн 4-мӗшӗ - пӗтӗм тӗнчери ракпа кӗрешмелли кун. Хусанта ăна февралӗн 13-мӗшӗнче «Музыка жизни» ыркăмăллăх концертне йӗркелесе паллă турӗç. Пуçаруçи - «Мы вместе - Бэз бэрге» коммерцилле мар организацин ертӳçи Юлия Ивашкевич.
Тӗрӗссипе, çак мероприятие чирлисем патне сӳрӗк маррисем хутшăнчӗç. Çавсем хушшинче паллă артистсем, искусство ӗçченӗсем, ача-пăчасен ташă ансамблӗсем, паллах...