Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Сувар» хаçат ӗçченӗсем ыркăмăллăх концертне хутшăнчӗç

Февралӗн 4-мӗшӗ - пӗтӗм тӗнчери ракпа кӗрешмелли кун. Хусанта ăна февралӗн 13-мӗшӗнче «Музыка жизни» ыркăмăллăх концертне йӗркелесе паллă турӗç. Пуçаруçи - «Мы вместе - Бэз бэрге» коммерцилле мар организацин ертӳçи Юлия Ивашкевич. Тӗрӗссипе, çак мероприятие чирлисем патне сӳрӗк маррисем хутшăнчӗç. Çавсем хушшинче паллă артистсем, искусство ӗçченӗсем, ача-пăчасен ташă ансамблӗсем, паллах...

Февралӗн 4-мӗшӗ - пӗтӗм тӗнчери ракпа кӗрешмелли кун. Хусанта ăна февралӗн 13-мӗшӗнче «Музыка жизни» ыркăмăллăх концертне йӗркелесе паллă турӗç. Пуçаруçи - «Мы вместе - Бэз бэрге» коммерцилле мар организацин ертӳçи Юлия Ивашкевич.

Тӗрӗссипе, çак мероприятие чирлисем патне сӳрӗк маррисем хутшăнчӗç. Çавсем хушшинче паллă артистсем, искусство ӗçченӗсем, ача-пăчасен ташă ансамблӗсем, паллах ӗнтӗ, ахаль çынсем йышлăн пулчӗç, власть представителӗсене курмарăмăр. «Сувар» хаçат та çак мероприяти айккинче юлмарӗ. Ирина Трифоновăпа Ирина Кузьмина журналистсем те ыркăмăллăх акцине хутшăнса ракпа чирлисене пулăшма тăрăшрӗç. Ку чухне чи кирли вăл - çын инкекне ăнланни, ăна йывăр вăхăтра пулăшни. Рак приговор мар, çакна ăнланни тата çумӗнчи çынсен тӗревӗ этеме кӗрешме вăй парать. Хисеплӗ вулакансем, сире пурсăра та сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр. Хăрушă чирӗн чи хаяр тăшманӗ - вăхăтра тӗрӗсленни. Çавăнпа кашни çул диспансеризаци тухма тăрăшăр. Пӗлӗр - эсир çывăх та юратнă çыннăрсене, ачăрсемпе мăшăрăрсене, аçăр-аннӗре кирлӗ! Эпир пӗрле - Без бэрге - Мы вместе!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев