Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Пурнăç условийӗсене лайăхлатаççӗ

Аксу районӗнчи Емелькино ял хутлăхӗ иртнӗ çул ял çыннисен пурнăç условийӗсене лайăхлатас енӗпе нумай ӗç пурнăçланă. «Таса шыв» рес­публика программипе усă курса Емелькинăпа Çӗмӗртлӗ ялӗсенче пурӗ 3617 метр, Унтакшă ялӗ тăрăх 1451 метр шыв пăрăхӗ тăснă. Самообложени укçинчен Çӗмӗртлӗ, Унтакшă, Çӗньял тата Емелькино урамӗсене 650 пин тенкӗлӗх вак чул сарнă....

Аксу районӗнчи Емелькино ял хутлăхӗ иртнӗ çул ял çыннисен пурнăç условийӗсене лайăхлатас енӗпе нумай ӗç пурнăçланă. «Таса шыв» рес­публика программипе усă курса Емелькинăпа Çӗмӗртлӗ ялӗсенче пурӗ 3617 метр, Унтакшă ялӗ тăрăх 1451 метр шыв пăрăхӗ тăснă. Самообложени укçинчен Çӗмӗртлӗ, Унтакшă, Çӗньял тата Емелькино урамӗсене 650 пин тенкӗлӗх вак чул сарнă. Кунсăр пуçне Унтакшăри масарăн картине юсанă, Хырăшнере скважинăна юсаса çӗнӗ насос лартнă, пӗлтерет «Ял пурнăçӗ» хаçат сайчӗ. Ку çула та плансем нумай: Емелькинăпа Хырăшне хушшине тахçантанпах кӗтнӗ çула сарасси, Унтакшăра нумай функциллӗ центр уçасси, Хырăшнери масар картине улăштарасси, Емелькинăри сква­жина çӳмӗнче санитарипе хӳт­лӗх зони тăвасси.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев