Нурлатра пултарулăх фестивальне ирттерме хатӗрленеççӗ
Нурлатра çуркунне предприятисемпе организацисем, ял хутлăхӗсем хушшинче пултарулăх фестивальне ирттерме хатӗрленеççӗ, пӗлтерет район сайчӗ. Унта 18 çултан иртнӗ, тӗрлӗ отрасльте ӗçлекен уйрăм ӗçченсемпе ӗç коллективӗсем хутшăнма пултараççӗ. Фестиваль икӗ тапхăрпа «Вокал», «Хореографи», «Инструмент жанрӗ», «Конферанс» номинацисемпе иртет. Пӗрремӗшӗ - мартăн 28-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 5-мӗшӗччен - Нурлатри халăхсен Туслăх тата хулари...