Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Хыпар» редакторӗ – хӗрарăм

Унăн пӗрремӗш хӗрарăм-редакторӗ Агафия Николаева 1 номер кăларса ӗлкӗрнӗ, иккӗмӗшне - Агафья Гавриловăна - хӗрлисем персе пăрахнă 1918 çулта. Вăл пуçлăхра икӗ уйăх кăна ӗçлесе ӗлкӗрнӗ. Виççӗ - виçеллӗ тесе шутлаççӗ пулмалла Чăваш Республикин пичет пуçлăхӗсем. Нумай çул «Хыпар» Издательство çуртне ерт­се пынă А.Леонтьева ку должноçран хăтарнă хыççăн тӗп хаçата...

Унăн пӗрремӗш хӗрарăм-редакторӗ Агафия Николаева 1 номер кăларса ӗлкӗрнӗ, иккӗмӗшне - Агафья Гавриловăна - хӗрлисем персе пăрахнă 1918 çулта. Вăл пуçлăхра икӗ уйăх кăна ӗçлесе ӗлкӗрнӗ. Виççӗ - виçеллӗ тесе шутлаççӗ пулмалла Чăваш Республикин пичет пуçлăхӗсем.

Нумай çул «Хыпар» Издательство çуртне ерт­се пынă А.Леонтьева ку должноçран хăтарнă хыççăн тӗп хаçата ертӳçӗсенчен питех ăнмарӗ. Ун тилхепине В.Туркай, М.Арланов тытса пăхрӗç. Анчах çӳлтисене тивӗçтереймерӗç курăнать. Сăлтавне те ăнланмалла, хăçан-тăр пысăк тиражпа тухса тăнă хаçат халӗ 4 пинрен, шăматкунхи кăларăмӗ 6 пинрен иртмест. Тен, çавăнпах пуль Республикăн информаци политикипе массăллă коммуникаци министерстви «Хыпар» Издательство çурчӗн директорӗ-тӗп редакторне улăштарма шутланă.
Çак должноçа тăватă çын хăй кандидатурине тăратнă: «Чăваш хӗрарăмӗ» хаçатăн редакторӗ Маргарита Ильина, «Хыпар» Издательство çурчӗн ертӳçин тивӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçланă Дмитрий Моисеев, «Асамат&Шевле» ача-пăча журналӗн редакторӗ Владислав Николаев тата Шупашкар районӗн «Тăван ен» хаçачӗн тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина. Александр Иванов ертсе пыракан конкурс комиссийӗ тăватă кандидатурăран Татьяна Вашуркинана суйласа чăвашсен тӗп хаçатне çӗнӗ сывлăш кӗртме шутларӗ-тӗр. Мӗншӗн тесен ытти кандидатурăсемпе танлаштарсан, пӗр вăл кăна «Хыпар» Издательство çуртӗнче хальччен ӗçлемен.
Татьяна Вашуркина 1982 çулхи, Йӗпреç районӗнче çуралнă. И.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн журналистика факультетне пӗтернӗ. Шупашкар районӗн «Тăван ен» хаçачӗн редакторӗнче ӗçленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев