Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанта ярмăрккăсем

еспублика халăха хамăрăн ял хуçалăх производителӗсен продукцийӗпе тивӗçтерес ыйтăва хуласенче ял хуçалăх ярмăрккисем йӗркелесе татса парать. Сăмах май, суту-илӳ ытларах кӗркунне пырать. Çапах та фермерсен продукцине чатăрсем ларт­са сутассине хӗлле те йӗркеленӗ. Хусанта ун пек ярмăрккăсем 7 çӗрте ӗçлеççӗ. Халăх ыйтнипе февралӗн 11-мӗшӗнчен тата хушма вырăнсем йӗркеленӗ. Çапла вара фермер...

еспублика халăха хамăрăн ял хуçалăх производителӗсен продукцийӗпе тивӗçтерес ыйтăва хуласенче ял хуçалăх ярмăрккисем йӗркелесе татса парать. Сăмах май, суту-илӳ ытларах кӗркунне пырать. Çапах та фермерсен продукцине чатăрсем ларт­са сутассине хӗлле те йӗркеленӗ. Хусанта ун пек ярмăрккăсем 7 çӗрте ӗçлеççӗ. Халăх ыйтнипе февралӗн 11-мӗшӗнчен тата хушма вырăнсем йӗркеленӗ. Çапла вара фермер хуçалăхӗсен продукцине Фучик урамӗнчи 72-мӗш çурт, Липатов урамӗнчи 7-мӗш çурт, Закиев урамӗнчи 12-мӗш çурт, Дементьев урамӗнчи 7-мӗш çурт, Беломорскипе Гудованцев урамӗсем хӗресленнӗ вырăнта, Батыршин урамӗнчи 20-мӗш çурт, Лаврентьев урамӗнчи 10-мӗш çурт патӗнче, «Ягодная слобода» суту-илӳ çурчӗ тата Юдино поселокӗнчи Чукун çул ӗçченӗсен Культура çурчӗ умӗнче чатăрсем кашни шăматкун ирхине 7 сехетрен пуçласа кăнтăрлаччен ӗçлеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев