Çурхи концерт Кипеккассинче
Мартăн 18-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинчи Культура çуртӗнче пултаруллăх концерчӗ иртрӗ. Концерт куракансемшӗн питӗ кăсăклă пулчӗ. Сцена çинчен тӗрлӗ юрăсем янрарӗç, ансамбль, хор тата дуэт сассисем те илтӗнчӗç. Унсăрăн пуçне «Асамат кӗперӗ» пултарулăх ушкăнӗ чăваш йăли-йӗркисенчен «Улахра ларнин», «Хӗр йӗнин» пайӗсене кăтартрӗç. Кулăшла сценкăсемпе те савăнтармасăр хăвармарӗç концерта йӗркелекенсем Культура çуртне...