Çурхи концерт Кипеккассинче
Мартăн 18-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинчи Культура çуртӗнче пултаруллăх концерчӗ иртрӗ. Концерт куракансемшӗн питӗ кăсăклă пулчӗ. Сцена çинчен тӗрлӗ юрăсем янрарӗç, ансамбль, хор тата дуэт сассисем те илтӗнчӗç. Унсăрăн пуçне «Асамат кӗперӗ» пултарулăх ушкăнӗ чăваш йăли-йӗркисенчен «Улахра ларнин», «Хӗр йӗнин» пайӗсене кăтартрӗç. Кулăшла сценкăсемпе те савăнтармасăр хăвармарӗç концерта йӗркелекенсем Культура çуртне...
Мартăн 18-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Кипеккассинчи Культура çуртӗнче пултаруллăх концерчӗ иртрӗ. Концерт куракансемшӗн питӗ кăсăклă пулчӗ. Сцена çинчен тӗрлӗ юрăсем янрарӗç, ансамбль, хор тата дуэт сассисем те илтӗнчӗç. Унсăрăн пуçне «Асамат кӗперӗ» пултарулăх ушкăнӗ чăваш йăли-йӗркисенчен «Улахра ларнин», «Хӗр йӗнин» пайӗсене кăтартрӗç. Кулăшла сценкăсемпе те савăнтармасăр хăвармарӗç концерта йӗркелекенсем Культура çуртне килнӗ куракансене. Концерт пуçланиччен вӗсем фойере ялти ал-ӗç ăстисем тунă япаласен куравне хаклама пултарчӗç. Хăнасен пӗчӗк музейе те кӗрсе курма май пурччӗ.
Çак паллă концерта Пăва районӗнчи культура управленийӗн ертӳçи Мударис Гайфуллин, методист Ильсияр Кузьмина, Пăва районӗн ЧНКЦ председателӗ Владимир Ильин тата Рункă ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Гордеев хакларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев