Халăх пуянлăхӗ авалхи тумсенче упранса юлнă
Шупашкарта «Чăваш халăх тумӗ - несӗлсен культура еткерлӗхӗ» ятлă конкурс иртрӗ. Ӗлӗкхи тумсен куравӗнче хӗрарăмсен, арçынсен, ачасен капăр тумне курма пулчӗ. Çак еткерлӗхпе фестивале йӗркелекенсем çитӗнекен ăрăва паллаштарасшăн. Унта Чăваш Республикин районӗсемсӗр пуçне Крымри, Саратовпа Самар, Оренбург облаçӗсенчи чăваш культура пӗрлешӗвӗсем хутшăнчӗç. Интереслӗ япаласем чăнах та нумайччӗ. Уйрăмах Елчӗк районӗнчи...