Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

«Татфондбанкран» хур тӳснисене льготăллă лизинг пулăшӗ

Организацисен ертӳçисем Правительствон «Льготăллă лизинг» программине пысăк хак параççӗ. «Республикăри пулăмсене эпир сăнасасах тăратпăр. Çапла влаçсенчен пулăшу илме май пуррине илтсен эпир те Тутарстанăн экономика министерствин лизинг компанийӗнчен пулăшу ыйтрăмăр. Оборудовани илмелли заявка патăмăр. Погрузчик тата çулсене тасатма пылесос илме шутларăмăр», - тесе пӗлтернӗ «Вест-ЛЛ» фирмăн директорӗ Линар Шайдуллов. Унăн...

Организацисен ертӳçисем Правительствон «Льготăллă лизинг» программине пысăк хак параççӗ.
«Республикăри пулăмсене эпир сăнасасах тăратпăр. Çапла влаçсенчен пулăшу илме май пуррине илтсен эпир те Тутарстанăн экономика министерствин лизинг компанийӗнчен пулăшу ыйтрăмăр. Оборудовани илмелли заявка патăмăр. Погрузчик тата çулсене тасатма пылесос илме шутларăмăр», - тесе пӗлтернӗ «Вест-ЛЛ» фирмăн директорӗ Линар Шайдуллов. Унăн компанийӗ Хусанти Киров тата Мускав районсенчи çул ремончӗпе тата строительствипе ӗçлет.

«Татфондбанк» хупăнма пуçланни пирки хыпарсем тухнă хыççăн, эпир алă усса лармарăмăр, хамăрăн ӗçӗ малалла тăсрăмăр.Çак банкри çухату пирӗн организацин 2,3 миллиона яхăн пулать. Вăл пирӗн сотрудниксен икӗ уйăхри ӗç укçи. Анчах та пурнăç вырăнта тăмасть, малалла шăвать. Пирӗн аван предприяти. Çулсем, ремонт тăватпăр. Техника та пур», - тет бизнесмен.
Тепӗр предприниматель «Актай» строительство компанийӗн йӗртӳçи Руслан Юсупов: «Льготăллă лизинг» программа тăкака сапламашкăн кăна мар, малалла та аталанмашкăн мел парать. Ман шутпа ку питӗ лайăх тупсăм, мӗншӗн тесен вăл чи сахал тăкаксемпе малалла предприятие ура çине тăратма пулăшать», - тесе пӗлтернӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев