Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Пӗрлӗхре пирӗн вăй

Çакăн пек ятпа иртрӗ Шупашкарти филармонире регионри чăваш пӗрлешӗвӗсен ертӳçисен «çавра сӗтелӗ». Ăна ЧР Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив министерстви йӗркеленӗ. Тӗлпулăва ертсе пыракан культура министрӗсӗр К.Яковлевсăр пуçне президиумра Чăваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов, Раççей Чăвашӗсен федераллă автономийӗн ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçлакан РФ Патшалăх Думин депутачӗ Леонид Черкесов тата ЧР...

Çакăн пек ятпа иртрӗ Шупашкарти филармонире регионри чăваш пӗрлешӗвӗсен ертӳçисен «çавра сӗтелӗ». Ăна ЧР Культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив министерстви йӗркеленӗ. Тӗлпулăва ертсе пыракан культура министрӗсӗр К.Яковлевсăр пуçне президиумра Чăваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов, Раççей Чăвашӗсен федераллă автономийӗн ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçлакан РФ Патшалăх Думин депутачӗ Леонид Черкесов тата ЧР Халăхсен ассамблейин ертӳçи Лев Кураков ларчӗç. Хусантан «çавра сӗтеле» «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Константин Малышев тата Хусанти чăвашсен ентешлӗхӗн пуçлăхӗ Алексей Наумов хутшăнчӗç. Тутарстанра çуралнă чăвашсен «Пăлхар» ентешлӗхӗн председателӗн çумне Валерий Сандимирова та курма пулчӗ çак тӗлпулура.
Унăн ятне кура, калаçу та пӗрлешсе ӗçлесси пирки пычӗ. Регионсенчи чăваш наципе культура центрӗсемпе хутшăнас ӗçе еплерех вăйлатасси çинчен конгрес президенчӗ те калаçрӗ. Культура министрӗ Чăваш Республикин Правительстви культура сферине ытларах укçа уйăрма пуçлани çинчен каласа пачӗ. Кăçалхи майăн 27-29-мӗшӗсенче шупашкарсем Мускаври Кремль керменӗнче Еврази халăхӗсен съездне ирттерме хатӗрленеççӗ. Триколор-тв пулăшнипе Чăваш наци телевиденине Калининградран пуçласа Урал тăвӗсем таран спутник антенни урлă курма пулать. Кăçалхи пӗтӗм чăваш Акатуйӗ Иркутскра, Байкал шывӗн хӗрринче иртет. Унта Конгресс делегацийӗ автобуссемпе кайма хатӗрленет. Пӗр эрнене яхăн тăсăлать çулçӳревçӗсен маршручӗ, пӗрремӗш чарăну Пӗкӗлмере пулать. Чăваш артисчӗсем вырăнти халăх валли концерт кăтартма хатӗррине те пӗлтерчӗ министр. Çавăнпа та хăнасене кӗтсе илме, кăмăл пулсан вӗсемпе пӗрле Байкал хӗррине кайса килме хатӗрленмелӗх вăхăт пур. Ку тӗлӗшӗпе К.Яковлев пирӗн республикăри ведомствосене çырусем яма пулчӗ. Шупашкарти Республика «Акатуйӗнче» те регионсенчи чăваш пӗрлешӗвӗсене вырăн - капмар çурт кӳлепи - парасшăн. Кашни автономин хăйӗн ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарма май пулать.
Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культра автономийӗн председателӗ Олег Мустаев хăйӗн сăмахӗнче ӗçсене саккуна пăхăнса тумалли пирки асăрхаттарчӗ. Ку тӗлӗшӗчен Мускаври чăваш офицерӗсен «Сыны Отечества» пӗрлешӗвӗ РФ ЧНКА тытăмне кӗмен, апла пулсан унăн ӗçне хутшăнса йышăнусем сӗнме пултараймасть. Мускаври чăвашсен наципе культура автономине те Юстици министерствин йышăнăвӗпе çулталăк каялла хупнă. Çав вăхăтра общество пухусемпе тӗлпулусем ирттерет, унăн ертӳçисем наградăсене тивӗçеççӗ.
-Ӗçе ячӗшӗн кăна тумалла мар, - терӗ Олег Мустаев. - Ульяновскри мӗн пур чăваш пӗрлешӗвӗсене пӗр йыша пӗрлештерес ӗçе вӗçлерӗмӗр. Общество ӗçӗнче пире кӗпӗрнаттăр тӗрев парать, Правительстворан грантсем илетпӗр. Çав вăхăтра чăвашсен тутарсенчен тӗслӗх илсен те юрамалла. Вӗсен Федераци шайӗнчи автономийӗ чи лайăх ӗçлекен НКА ертӳçисене çулталăкне пӗр хутчен 50, 40 тата 30-шар пин тенкӗ укçа премийӗсем парса хавхалантарма пултарать. ТНВ пирки те каламалла. Регионра копункт тытса тăма сахал мар укçа уйăрать. Наци телевиденийӗн Тутарстанра, Пушкăртстанра, Ульяновскпа Самар облаçӗсенче представительствосем уçмалла. Çак ӗçе вӗçне-хӗрне çитерсен чăваш каналне спутник урлă тата нумай çын пăхма пуçлӗ. Олег Мустаев шучӗпе Чăваш Республикинче те çыравçăсен 4 союзӗ ӗçлени тӗрӗс мар. Вӗсене пӗр союза пӗрлештермелле.
Чăваш шкулӗсене хупăнасран упраса хăвармалли меслетсемпе те паллашатрчӗ Чӗмпӗр енчи чăвашсен ертӳçи.
Пушкăртстанри ЧНКА ертӳçи Юрий Михайлов вӗрентӳ тытăмӗнчи йывăрлăхсем çинчен каларӗ. Майăн 12-мӗшӗнче Пушкăртстанри чăваш чӗлхипе литература учителӗсене пуçтарса семинар ирттерӗç.
- ФГОС (Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан федераллă патшалăхăн стандарчӗ) - чăваш чӗлхине вӗлерекен япала вăл, - каларă хăй сăмахне «Сувар» хаçат редакторӗ Константин Малышев. Мӗншӗн тесен пирӗн ачасем чăвашла вӗренме 1-мӗш класран кăна тытăнаççӗ. Садикре вара ик чӗлхелӗх системипе вырăсла тата тутарла 3-рен вӗрентме пуçлаççӗ. Çапла, пуçламăш классен вӗрентекенӗ вӗсене тарăха-тарăха тăван чӗлхене вӗренткеленӗ хыççăн ачасем 5-мӗш класа çурма пӗлӳпе куçаççӗ. Çакăнтан вара «чăвашсем хăйсен чӗлхине словарьпе вӗренеççӗ» текен кулăшла каларăш тухать те. Камшăн кулăшла, камшăн-тăр макăрмалла ку. Константин Анатольевич çакăн пек тӗлпулусене малашне вӗрентӳ министерствинче ӗçлекенсене те чӗнме сӗнчӗ. Наци телевиденийӗн корпункчӗсене уçас сӗнӗве вăл ырларӗ. Регионсенче çак ӗçе пурнăçлама пултаракан журналистсем пур чухне ку проекта вăраха тăсмалла мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев