Фарида кăна мар, ытти тутарсем те чăвашла юрлаççӗ
Чăваш Республикинчи Патăрьел районӗнчи Шăнкăртамран тухнă Азат Абитов тутар эстрадинче çӗкленсе пыракан юрăç. Кӗске вăхăт хушшинчех вăл хăйӗн сассипе куракан чӗри патне çул тупма пултарчӗ. Концерчӗсем Тутарстанра кăна мар, Марий Элра та, Чăваш Енре те пулаççӗ.
Çак çамрăк хутăш çемьере çуралса ӳснӗ, унăн амăшӗ чăваш. Кăçал Хусанти Филармонире иртнӗ концертӗнче...