Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Анат Кама (Нижнекамский)

И.Я. Яковлев ячӗпе конференци

Апрелӗн 3-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра «Яковлев вулавӗсем» ятлă Республикăри наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Гимнази вӗрентекенӗсем уçă уроксем кăтартнă хыççăн мероприятие хутшăннă педагогсем секцисенче ӗçлерӗç. Ун хыççăн иртнӗ «çавра сӗтел» теми интереслӗччӗ: «Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан федераллă патшалăх стандарчӗсене пурнăçа кӗртнӗ май чăваш чӗлхи учителӗсен професси компетенцийӗн аталанăвӗ тата пӗлӳ парас...

Апрелӗн 3-мӗшӗнче Анат Камăри 34-мӗш гимнази-интернатра «Яковлев вулавӗсем» ятлă Республикăри наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Гимнази вӗрентекенӗсем уçă уроксем кăтартнă хыççăн мероприятие хутшăннă педагогсем секцисенче ӗçлерӗç. Ун хыççăн иртнӗ «çавра сӗтел» теми интереслӗччӗ: «Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан федераллă патшалăх стандарчӗсене пурнăçа кӗртнӗ май чăваш чӗлхи учителӗсен професси компетенцийӗн аталанăвӗ тата пӗлӳ парас тытăмри тăван чӗлхе вырăнӗ». Унта ТР Вӗрентӳ министерствинчи наци вӗрентӗвӗн управленийӗн консультанчӗ Лейсан Гайфуллина, Тутарстан Республикинчи Вӗрентӗве аталантаракан институтри тутар чӗлхипе литературин кафедрин пуçлăхӗ Расима Шамсутдинова, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн чăваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Ольга Скворцова, Чăваш Республикин Вӗрентӳ институчӗн филологи кафедрин доценчӗ Анна Егорова, Анат Кама районӗн вӗрентӳ уйрăмӗн специалисчӗсем, республикăри шкулсенче чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хутшăнчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев