Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Фарида кăна мар, ытти тутарсем те чăвашла юрлаççӗ

Чăваш Республикинчи Патăрьел районӗнчи Шăнкăртамран тухнă Азат Абитов тутар эстрадинче çӗкленсе пыракан юрăç. Кӗске вăхăт хушшинчех вăл хăйӗн сассипе куракан чӗри патне çул тупма пултарчӗ. Концерчӗсем Тутарстанра кăна мар, Марий Элра та, Чăваш Енре те пулаççӗ. Çак çамрăк хутăш çемьере çуралса ӳснӗ, унăн амăшӗ чăваш. Кăçал Хусанти Филармонире иртнӗ концертӗнче...

Чăваш Республикинчи Патăрьел районӗнчи Шăнкăртамран тухнă Азат Абитов тутар эстрадинче çӗкленсе пыракан юрăç. Кӗске вăхăт хушшинчех вăл хăйӗн сассипе куракан чӗри патне çул тупма пултарчӗ. Концерчӗсем Тутарстанра кăна мар, Марий Элра та, Чăваш Енре те пулаççӗ.
Çак çамрăк хутăш çемьере çуралса ӳснӗ, унăн амăшӗ чăваш. Кăçал Хусанти Филармонире иртнӗ концертӗнче вăл хăйӗн амăшне халалласа Александр Васильев репертуарӗнчи «Аннеçӗм» юрра чăвашла тата тутарла илемлӗн шăрантарчӗ. «Манăн анне, тутар пурнăçне йышăннă чăваш хӗрӗ. Çак юрра, анне, сана халаллатăп», - терӗ Азат.
Çамрăк юрăçа ăнăçу сунса малашне те вăл пирӗн чӗлхепе юрланине илтес килни çинчен пӗлтеретпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев