Çакнашкал акцисем çынсен астăвăмне ӗмӗрлӗхе вилӗмсӗрлетме тивӗç
Çӗнтерӳ Кунӗнче Хусанта йăла тăрăх «Вилӗмсӗр полк» акци иртрӗ. Ирӗклӗх лапамӗнчен тытăнса хулан тӗп - Карл Маркс, Лобачевски, Кремлевская - урамӗсем тăрăх çынсем хăйсен вăрçăра пулнă тăванӗсен портречӗсене йăтса утрӗç. Колоннăн пуçӗнче тем пысăкăш «Çӗнтерӳ ялавӗ» Афганистанра çапăçнă салтаксен аллисенче вӗлкӗшет. Ун хыçӗнче Раççейри регионсен ялавӗсене йăтнă кадетсем утаççӗ. Виççӗмӗш...