Çакнашкал акцисем çынсен астăвăмне ӗмӗрлӗхе вилӗмсӗрлетме тивӗç
Çӗнтерӳ Кунӗнче Хусанта йăла тăрăх «Вилӗмсӗр полк» акци иртрӗ. Ирӗклӗх лапамӗнчен тытăнса хулан тӗп - Карл Маркс, Лобачевски, Кремлевская - урамӗсем тăрăх çынсем хăйсен вăрçăра пулнă тăванӗсен портречӗсене йăтса утрӗç. Колоннăн пуçӗнче тем пысăкăш «Çӗнтерӳ ялавӗ» Афганистанра çапăçнă салтаксен аллисенче вӗлкӗшет. Ун хыçӗнче Раççейри регионсен ялавӗсене йăтнă кадетсем утаççӗ. Виççӗмӗш...
Çӗнтерӳ Кунӗнче Хусанта йăла тăрăх «Вилӗмсӗр полк» акци иртрӗ. Ирӗклӗх лапамӗнчен тытăнса хулан тӗп - Карл Маркс, Лобачевски, Кремлевская - урамӗсем тăрăх çынсем хăйсен вăрçăра пулнă тăванӗсен портречӗсене йăтса утрӗç. Колоннăн пуçӗнче тем пысăкăш «Çӗнтерӳ ялавӗ» Афганистанра çапăçнă салтаксен аллисенче вӗлкӗшет. Ун хыçӗнче Раççейри регионсен ялавӗсене йăтнă кадетсем утаççӗ. Виççӗмӗш колоннăра - «Вилӗмсӗр полк» тесе çырнă плакат хыçӗнче сăнӳкерчӗксем тытнă ахаль çынсем утаççӗ. Президент та вӗсен хушшинче, Премьер-министр та, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ те.
Çанталăк аван, ăшă тăчӗ. Пурӗ çак акцие 120 пин çын хутшăнма кăмăл тунă. Вӗсене çумăр та кансӗрлеймерӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев