Аксури 20-мӗш Уява Сергеевка йышăнать
Аксу районӗнче çуллен иртекен Уявăн кăçал юбилей, 20-мӗш хут иртет. Ăна июлӗн 9-мӗшӗнче Сергеевка поселокӗ йышăнать.
- Малтанласа район пуçлăхӗсем ялӗ пӗчӗк тесе Уява кунта ирттерме килӗшесшӗнех марччӗ, анчах ку халăхăн ирӗкӗ пулнине ăнлансан килӗшрӗç. Уява эпир ӗлӗкхи йăлапа ирттерме шутлатпăр, ан тив унта пӗтӗм халăх хутшăнса савăнтăр, - пӗлтерчӗ...